16 апреля 2010 г.
Çут çанталăк чĕрĕлнĕ, çĕр-анне ылтăн пĕрчĕ йышăнма хатĕрленнĕ тапхăрта ĕçчен çын мĕн ĕлĕкренпех кил-çуртсенче, картишĕнче, çурт умĕнче тирпей-илем тунă. Чи маттур çынсем çырма-çатра хĕррине, ял урамне йывăçсем лартса чĕртнĕ, хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă.
Пархатарлă йăлана малалла тăсса район пуçлăхĕ В.Кириллов санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тавралăха тасатас, тирпей-илем кĕртес тата йывăçсем лартас енĕпе апрелĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен икĕ уйăхлăх ирттерес пирки Йышăну тунă. Çавăн пекех Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов та апрелĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа майăн 12-мĕшĕччен экологи уйăхлăхĕ ирттересси пирки пĕлтернĕ. Тăван поселок, ял, урам, тавралăх илемлĕ те ешĕл пултăр тесе тăрăшни - çуралнă çĕршывăмăра чĕререн юратни. Ырă пуçаруран пĕр çын та пăрăнса ан юлтăрччĕ.