16 апреля 2010 г.
Раççей Федерацийĕн 2010 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи 167 тата 169 номерлĕ йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн апрелĕн 1-мĕшĕнчен пур пенси те ÿснĕ. Çав шутра ватлăхра паракан, инвалида тухсан е тăрантарса пурăнакана çухатсан паракан ĕç пенсийĕсем 6,3 процент ÿснĕ. Патшалăх шучĕпе илекен пенсисем (вĕсен шутне социаллă пенси, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннипе илекен, çар суранне пула инвалид пулнипе тата ытти хăш-пĕр сăлтавпа илекен пенсисем) 8,8 процент ÿснĕ. Республикăра апрельте иртнĕ индексаци хыççăн ĕç пенсийĕ вăтамран 425 тенкĕ, Вăрмар районĕнче 380, 89 тенкĕ ÿснĕ, вăтам виçи республикăра 7000 тенке, районта - 6397,07 тенке çитнĕ. Социаллă пенси вăтамран 320 тенкĕ, Вăрмар районĕнче -318,73 тенкĕ ÿснĕ - 4044 тенке çитнĕ. Икĕ пенси илекенсен тÿлевĕ самаях ÿснĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен тата çар суранне пула инвалида тухнисен вăтамран 1194 тенкĕ ÿснĕ, вăтам виçи 17850 тенке çитнĕ. Пенси тÿлеме республикăра уйăхсерен каякан тăкак 140 миллион тенкĕ ÿснĕ, Вăрмар районĕнче - 2 миллион та 700 пин тенкĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ тата социаллă пулăшу пуххи 10 процент ÿснĕ.
Вăрмар районĕнче пĕр хутчен паракан тÿлеве 2423 çын тивĕçнĕ. Çак тÿлевĕн вăтам виçи 134,78 тенкĕ таран ÿснĕ, пĕтĕмĕшле çак сумма халĕ районта 1370,39 тенкĕ.
Социаллă пулăшу пуххи те хакланнă - 705 тенкĕ те 10 пуса çитнĕ (халиччен 641 тенкĕ пулнă), çав шутра медицина пайĕ (тÿлевсĕр эмел тата тухтăр сĕннипе санатори сиплевĕн путевки) 627 тенкĕ, транспорт пайĕ (хула - çум чукун çулпа е санаторине кирек хăш транспортпа çÿресси) - 78 тенкĕ те 10 пус.