АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суд ĕçĕнче право культури - малти вырăнта

13 апреля 2010 г.

Çыннăн интересĕсене, прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлесси суд ĕçĕн тивĕçĕ пулса тăрать. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн иккĕмĕш статйинче: «Çын тата ун прависем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çыннăн тата гражданинăн прависене хÿтĕлесси патшалăхăн тивĕçĕ», - тесе палăртнă. «Патшалăх, должноçри, влаç полномочийĕ пур граждансем право йĕркине пăсассинчен суд влаçĕн хÿтĕлеме тăрăшмалла. Çав вăхăтрах суд влаçĕн обществăра чăнлăхпа çынлăха та çирĕплетмелле, халăх хушшинче право культурине вĕрентсе пымалла», - тет Вăрмар район сучĕн председателĕ К.Соловьева.

Çавна май район хаçачĕн социаллă политика, право тата вĕрентÿ пайĕн редакторĕ З.Павлова Вăрмар район сучĕн председателĕпе Клавдия Ананьевна Соловьевапа тĕл пулса район сучĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтнă.

- Клавдия Ананьевна, юлашки çулсенче суд системин ĕçĕ-хĕлĕ еплерех пулса пырать?

- Район сучĕ суд влаçне çирĕплетессипе, унăн авторитетне ÿстерессипе, граждансен ирĕклĕхĕпе тата суд хÿтлĕхĕн прависене конституци гарантийĕпе тивĕçтерессине пурнăçлассипе ĕçлет. Çулран-çул район сучĕн граждансен ĕçĕсене пăхса тухасси ÿссе пырать. Акă 2009 çулта район сучĕн судйисем пурĕ 71 уголовнăй ĕç (2008 çулта вĕсен шучĕ 59 пулнă) пăхса тухнă, ÿсĕм 20,3 процентпа танлашнă. 109 представлени, ыйтса çырни, çăхав панисене пăхса тухнă, вĕсенчен 103-шне пăхса тухса тивĕçтерсе решени йышăннă.

2009 çулта Вăрмар район сучĕ 78 граждана (виççĕшĕ çул çитмен ачасем) айăплă тесе приговор йышăннă. Вĕсенчен 32 çынна ирĕклĕх правинчен хăтармалла тунă, условнăй майпа 22 çынна (вĕсенчен çул çитмен пĕр ачана) айăплă тесе приговор йышăннă, обязательнăй йĕркепе ĕçлеме 8 çынна (вĕсенчен çул çитмен пĕр ачана) ĕçе вырнаçтарнă, 7 çынна тÿрленсе юсанмалли ĕçе вырнаçмалла тунă, 9 çынна штрафланă. Асăннă уголовнăй ĕçсене пăхса тухнипе пĕрлех район сучĕ умĕнче чăрмавсем те пулчĕç. Çакă свидетельсем, инкек тÿсекенсем тата суд процесĕн ытти участникĕсем суда вăхăтра килменнипе çыхăннă.

2009 çулта адвокатсем суд ларăвне килменни пирки - 3, свидетельсем, айăп тÿснĕ тата айăпланакан килменни пирки - 14 тата ытти тĕрлĕ сăлтавсене пула уголовнăй 11 ĕçе тепĕр вăхăта тăснă.

Район сучĕн судйисем гражданла право тавлашăвĕсене вăхăтра татса парассипе те ĕçлеççĕ. Вĕсем çулран-çул ÿссех пыраççĕ. Иртнĕ çул район сучĕ 371 гражданла ĕç пăхса тухнă. Ку унчченхи çулпа танлаштарсан ытларах. Ÿсĕм 32,9 процент. 329 ĕçĕпе тивĕçлĕ решени кăларнă. Гражданла 95 ĕçпе представительсем, суд процесне хутшăнакансем килменнине пула суд ларăвне тепĕр вăхăта куçарнă. Çавăн пекех административлă право йĕркисене пăсассипе çыхăннă 19 ĕç (2008 çулта 5 ĕç пулнă) пăхса тухнă. Асăннă административлă ĕçсене пăхса тухасси 3,8 хут ытларах ÿснĕ. Юридици сăпатĕнче тăракан 19 граждана административлă явап тыттарнă, вĕсенчен çиччĕшне штраф тÿлеттернĕ, вун иккĕшĕн пирки ĕçе вăхăтлăха чарса лартнă. Пур административлă ĕçсемпе штрафсем 90000 тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен шыраса илнисем - 50000 тенкĕ.

Вăрмар район сучĕ саккунпа килĕшÿллĕн административлă право йĕркисене пăсассипе вăя кĕмен йышăнăвĕпе 26 тавĕç пăхса тухнă.

- Миравай судья мĕнлерех ĕçсем пăхса тухать?

- Пĕтĕмĕшле юрисдикцин федераллă сучĕсĕр пуçне суд тĕрĕслĕхне миравай судья пурнăçласа пырать. Хальхи вăхăтра пĕрремĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи пулса Э.Васильев ĕçлет.

2009 çулта миравай судья пурĕ 136 уголовнăй ĕç (2008 çулта 95 пулнă) пăхса тухнă. Вĕсенчен 94 ĕçне чарса лартнă, пĕр ĕçне прокурора тавăрса панă. Айăплă тесе кăларнă 48 приговортан тăваттăшне ирĕклĕх правинчен хăтарнă, пиллĕкĕшне тÿрленсе юсанмалли ĕçе вырнаçмалла тунă, вун тăххăрĕшне обязательнăй йĕркепе ĕçлеме вырнаçтарнă, вунпĕрĕшне штрафланă, тăххăрĕшне ирĕклĕх правинчен условнăй майпа айăпланă. Çавăн пекех иртнĕ çул 1943 гражданла ĕç (2008 çулта 1832 пулнă) пăхса тухнă. 1885 ĕçпе суд пăхса тухса тивĕçлĕ решени кăларнă.

Административлă право йĕркине пăснă 663 ĕç (2008 çулта 588 ĕç пулнă) пăхса тухнă. Икĕ ĕçне протоколта çитменлĕхсем пур пирки каялла тавăрса панă. Ведомствăра тăракан 5 ĕçе ярса панă. 19 ĕçне чарса лартнă. Пăхса тухнă ĕçсенчен 637 çынна айăпланă.

Аппеляци йĕркипе 13 уголовнăй ĕç пăхса тухнă, вĕсенчен пĕр йышăнăва улшăнусем кĕртнĕ. Çавăн пекех аппеляци йĕркипе гражданла 5 ĕç пăхса тухнă, вĕсенчен пĕрне улăштарнă.

- «2007-2011 çулсенчи Раççей суд системин аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программа суд ĕçĕнче мĕнлерех улшăнусем кĕртрĕ?

- Раççей Федерацийĕнче суд влаçĕн ĕç-хĕлĕн эффективлăхне ÿстерес, суд реформине пурнăçа кĕртес тĕллевпе РФ Правительстви 2006 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче «2007-2011 çулсенчи Раççей суд системин аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программа» çирĕплетнĕ. Çавна май 2008 çулта 262 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнчи суд ĕçне информаци тĕлĕшĕнчен уçăмлатасси» федераллă саккун йышăннă. Çĕнĕ программа суд ĕçне лайăхлатма, суд ларăвĕн ĕçне уçăмлатма пулăшать. Суд ĕçне кĕске хушăра пăхса тухма автоматизацилес системăна кĕртнĕ. Çакă документсене йĕркелесе пыма, информаципе тивĕçтерессине анлăлатма, суд аппаратне эффективлă ĕçлеме пулăшать.

- Клавдия Ананьевна, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе мĕнлерех тăрăшатăр?

- «2007-2011 çулсенчи Раççей суд системин аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн суд ĕç-хĕлне йĕркелесе пырасси, саккуна çирĕп пăхăнса ĕçлесси, суд инфраструктурине çĕнетесси, ăна информатизацилесси малашлăх задачисенчен пĕри пулмалла. 2006 çулта Интернетра Вăрмар район сучĕн сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май редакци коллегине çирĕплетнĕ. Сайтра çĕнĕ информацине вырнаçтарсах тăратпăр. Унсăр пуçне пĕр-пĕр уголовнăй ĕçе пăхса тухассин кунне, вăхăтне палăртнă. Вăрмар район сучĕ ку е вăл ĕçпе тивĕçлĕ решени кăларнине те сайтра вулама май пур. Суда тăратма заявленисен тĕсĕсем те пур.

Ĕçĕн пахалăхне тата эффективлăхне ÿстерес, суд тĕрĕслĕхне тÿрре кăларас тĕллевпе район судĕнче граждансен заявленийĕсемпе, ыйтса çырнисемпе ятарлă уйрăмсем йĕркеленĕ. Вĕсенче кирлĕ документсене илме, çавăн пекех суд ĕçĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравсем илме пулать.

Тĕп тĕллев суд ĕçĕн пахалăхне ÿстересси, организацисен тата граждансен саккунлă интересĕсене тата суд хÿтĕлевĕн прависене лайăхлатса пырасси пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика