13 апреля 2010 г.
«Хĕрарăмсем - çĕр кăвапине тытса тăракансем», - тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсем тĕрĕс тесен, манпа пурте килĕшеççех пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен кил-тĕрĕшре-и, ĕçре-и, ача-пăчасене çитĕнтерес çĕрте-и - пур çĕрте те маттур вĕсем. Пире çунат панă хĕрарăмсем ырă сăмаха кăна тивĕçлĕ. Вĕсенче - тĕнче тĕрекĕ, тăнăçлăх тата килĕшÿ» - тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне Республикăри хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ - Чăваш республикин патшалăх Канашĕн физкультура, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану комитечĕн председателĕ О.Зайцева районти хĕрарăмсен канашĕн анлă ларăвĕнче. Хĕрарăмсен ырă тĕслĕхĕсене те аса илмесĕр хăвармарĕ вăл. Республикăри чирлĕ çынна юн яракан больницăн тĕп врачĕ Л.Яковлева хĕрарăмсем общество ĕçне активлă хутшăнни пирки ытларах чарăнса тăчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсемех çынна йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕрри çинчен те каларĕ. «Президентăн перинатальнăй центрĕ» сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕн тĕп врачĕ А.Самойлова та хĕрарăмсен чăтăмлăхĕпе пархатарлăхĕ çинченех чарăнса тăчĕ. Ларăва ытларах хĕрарăмсем пуçтарăннă май, вĕсем çинчен пычĕ калаçу. «Анне юратăвĕ... Унтан хаклăраххи пур-ши пирĕн пурнăçра. Вĕсен черченкĕ çепĕçлĕхĕпе ĕçченлĕхĕ, хастарлăхĕ, иксĕлми пултарулăхĕ хуть те ăçта та курăнса, палăрса тăрать. Пурне те сисĕнет вăл. Хĕрарăмсем вĕçсĕр улăхра та маххă памаççĕ», - терĕ хĕрарăмсен районти Канашĕн председателĕ Г.Петрова. Çапла, пурте ырă сăмахсем каларĕç, лайăххисене аса илсе мухтарĕç. Анчах тепĕр чухне хĕрарăмсемех хытă чунлă та пулаççĕ, хăйсен ачисене çуратаççĕ те пăхасшăн маррипе пăрăнса çÿреççĕ. Çерçисĕр ял çук тенĕ пек кун пеккисем кашни ялтах пур.
Хальхинче лару Чулкас ял тăрăхĕнче иртнĕ май, калаçу ытларах вĕсем çинчен пычĕ. Малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пурнăç пурнăçах ĕнтĕ лайăххи те, начарри те тĕл пулать. Япăххинчен тухма тĕрлĕ майсем шырама тивет. Çакна вара вĕсем обществăпа татса пама тăрăшаççĕ. Ку ял тăрăхĕнче хĕрарăмсен Канашĕ те, культура ĕçченĕсемпе ыттисем яваплă çынсем те алла усса лармаççĕ, пурте çине тăрса вăй хураççĕ. Çакă вара ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Н.Владимирова тухса каланинчен те палăрчĕ. Библиотека çумĕнчи çула çитмен ачасен «Эпĕ тата манăн тĕнче» клуб ĕçĕ пурне те интереслентерчĕ. Ку ялта «Вырсарни шкулĕ» православи тĕнне ĕненекенсен шкулĕ те ĕçлет. Ăна Чулкас шкулĕнчи С.Смирнова вĕрентекен ертсе пырса пысăк ĕç тăвать. Кунта ачасем хăйсен ирĕкĕпе, килĕштерсех çÿренине палăртрĕç. Сăмах май каласан, çак шкула çÿрекен ачасемпе «Эпĕ тата манăн тĕнче» клуба çÿрекенсем мăнкун уявĕ ячĕпе кунта пуçтарăннисене тĕрлĕрен юрăсем юрласа савăнтарчĕç, сăвăсем каларĕç. Çак ачасемех хăнасене хăйсем туса хатĕрленĕ тĕрлĕрен уяв парнисем парнелерĕç. Тихвински Турă амăшĕн чиркĕвĕнчи Натали матушка - районти хĕрарăмсен канашĕн членĕ - Аслă мăнкун ячĕпе саламласа ырă сăмахсем каларĕ, кашнине пĕчĕк иконăсемпе хĕретнĕ çăмартасем парса тухрĕ. Унтан ларăва хутшăннисем Таса Троица чиркĕвне çитсе курчĕç, унти настоятельпе - Владимир аттепе тĕл пулчĕç. Вăл кунти чиркĕвĕн пуян историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, мăнкун уявĕн хăвачĕ пирки чарăнса тăчĕ. Чылайччен калаçрĕç хĕрарăмсем. Ларăва çавăн пекех район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева, ачасен прависемпе ĕçлекен районти уполномоченнăй В.Енькова тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.
Хĕрарăмсем савăнăçа та хуйхăна та пĕрле татса пама пулчĕç. «Эпир мар пулсан кам;» , - терĕç вĕсем. Çапла пултăрччĕ те.