13 апреля 2010 г.
Районти тĕп библиотекăра поселокра пурăнакансемпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Унта райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов, район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин пуçлăхĕ Ю.Никитин, тĕп бухгалтерĕ Э.Фомичева, юрисчĕ И.Андреева, «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ О.Викторов, «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприятин мастерĕ В.Романов хутшăннă. Асăннă мероприятие районти тĕп библиотекăн библиотекарĕ С.Щербакова ертсе пычĕ. Вăл чи малтанах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх темипе çыхăннă кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕ. Унтан райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов сăмах илчĕ. Вăл нумай хваттерлĕ çуртсенче уйрăм граждансем ăшă кĕртессипе мĕнлерех документсем хатĕрлемелли тата депутатсен ларăвĕнче йышăннă коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли тарифсем пирки тухса калаçрĕ. Хваттер хуçисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тарифсем ÿсни пăшăрхантарчĕ. Александр Иванович палăртнă тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн илекен тÿлеве тарифсене йĕркелессипе ĕçлекен федераллă служба хатĕрлет. Унпа килĕшÿллĕн пĕтĕм тарифсене йĕркелесе пыраççĕ. Çавăн пекех поселокри Ворошилов, Вокзальнăй тата ытти хăш-пĕр урамсенче тирпейсĕрлĕх хуçаланнине те каларĕç поселокра пурăнакансем. А.Тихонов çÿп-çапсене тăкма ятарласа контейнерсем илсе килни, вĕсене Карл Маркс, Николаев урамĕсенче лартса тухни, кăçал та контейнерсем туянни çинчен каларĕ. Поселокри Пушкин, Чувашская урамсенчи çул-йĕре, пĕчĕк кĕпере юсамаллине те каларĕç кунта килнисем. Унпа пĕрлех Вокзальная урамри 14-мĕш çуртра пурăнакансем çурта хăйсем тытса, тирпейлесе тăрас кăмăллă.
Юлашки çулсенче коммуналлă пулăшушăн хаксем ÿссе пыни те хваттер хуçисене пăшăрхантарчĕ. Уйрăмах ăшăшăн тÿлемелли хак ÿсни пирки те калаçрĕç вĕсем. Кун пирки «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин пуçлăхĕ Ю.Никитин тĕплĕн ăнлантарчĕ.
«Паянхи куна илес пулсан, районĕпе ăшă паракан котельнăйсем пурĕ 34 ĕçлеççĕ. Вĕсенче пурĕ 74 çын тăрăшса вăй хурать. Поселоксăр пуçне ăшă паракан котельнăйсем 18 ялта вырнаçнă. Чи пысăк хăватпа ĕçлекен котельнăйне 1993 çулта туса лартнă. Çулсем иртнĕ май, ăшă паракан пăрăхсем, котельнăйсем кивелсе пыраççĕ, вĕсене тĕпрен юсаса çĕнетмелле. Унсăр пуçне çут çанталăк газĕшĕн те парăм 3 миллион тенкĕ ытла пухăннă. Районти хăш-пĕр предприятисем ăшăшăн вăхăтра тÿлеймеççĕ. Çавăн пекех хваттер хуçисен парăмĕ те сахал мар. Кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕ тĕлне çак парăм 2 миллион та 180 пин тенкĕпе танлашрĕ. Кăçалхи çул юсав ĕçĕсем пурнăçлама район бюджетĕнчен 1 миллион та 600 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Вăл пĕр котельнăйне котел илме тата пĕр ăшă паракан пункта çĕнетме çитет. Ытти ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ çитсе пыманни пирĕн ĕçре пысăк чăрмав кÿрет. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăм çынсем газификацилеме тытăнчĕç. Хăшĕ-пĕрисем вара укçа-тенкĕ çитсе пыманнине пула çак ĕçе пурнăçлаймаççĕ. Кун пек çуртсенче 5-6 хваттер хуçи çут çанталăк ырлăхĕ кĕртеймесĕр юлать. Вĕсем патне вара ăшă пирĕн çитерес пулать. Çак ĕç те пирĕн предприятишĕн тăкаклă. Çавăнпа кун пек çуртсене пĕтĕмпех газификацилесен лайăхрах пулĕччĕ. Хваттер хуçисен ăшăшăн тÿлемелли хака 15 процент ÿстернĕ. Çакă республикăпа танлаштарсан сахалрах», - терĕ Юрий Ефимович сăмахне пĕтĕмлетсе.
Унтан «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компанийĕ» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ О.Викторов тухса калаçрĕ. Вăл поселокри Ленин урамĕнчи çуртсенчи хваттерсенче электричество пралукĕсем улăштарни тата коридорсенче çĕнĕ счетчиксем вырнаçтарни пирки каларĕ. Хваттер хуçисенчен те ыйтусем сахал мар пулчĕç. Çавăн пекех «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприятин мастерĕ В.Романов вырăнти халăха шывпа мĕнлерех тивĕçтерни пирки чарăнса тăчĕ. 2013 çул тĕлне кашни хваттерте шывпа усă курнăшăн шутлакан счетчик пулмаллине каларĕ. Хваттер хуçисенчен чылайăшĕ хăйсен урамĕсенчи шыв колонкисенче тата хваттерĕсенче шыв çуккипе тертленни пирки те каларĕç. Çакă вара шыв пăрăхĕсем 80 процент чухлĕ юрăхсăра тухнипе çыхăннине палăртрĕ В.Романов.
Вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтупа Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов тухса калаçрĕ. Çавăн пекех адреслă субсидисене камсем илме пултарни, ăшăшăн тÿлемен хваттер хуçисемпе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни тата ытти чылай çивĕч ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.