13 апреля 2010 г.
Çуркунне çитсен урамра выртакан хулă та вырăнтан хускалать тенĕ пек пурте унталла-кунталла хĕвĕшме тытăнаççĕ, кашни хĕвеллĕ ăшă кунпа туллин усă курса юлас тесе тăрăшать, çĕр ĕçченĕсен пушшех те канăç çухалать. «Ресурсы» агрофирмăра та çак хĕрÿ тапхăр вăхăчĕ. Çурхи ĕçсене хăмлаçăсем еплерех кĕтсе илме хатĕрленнипе кунти пуçлăха С. Дмитриева паллаштарма ыйтрăмăр.
- Çĕр ĕçĕ пуçланни кашни çулах пысăк яваплăх çуратать, мĕншĕн тесен минутпа, сехетпе туллин тухăçлă усă курмасăр юлсан, тупăш кĕтмелли пирки калаçмалли те çук. Лăп та шăп çак вăхăтра вăхăтлăх ĕçлекен шанчăклă çынсене ĕçе явăçтарма тытăнатпăр. Хĕллехи вăхăтра штатлă расписанипе 15 çын ĕçлет пулсан, хĕрÿ вăхăтра 60-70 çынна яхăн та пухăнса каять. Кашни работник хăйне евĕрлĕ, кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, ĕç майне хăнăхтармалла. Агрофирмăра ĕçсем майлашăнса кайнă май, пирĕн пата малтан ĕçленĕ ĕçченсемех килеççĕ. Кадрсем ĕçе татса параççĕ тенĕ пек, пирĕн те çавах. Ĕçлекен çынна хисепе хуратпăр. Ĕç укçине те вăхăтра тÿлетпĕр тата ытти енĕпе те хавхалантарсах пыратпăр. Ĕç калăпăшне те ÿстерсех пыратпăр. Акă тĕслĕхрен, иртнĕ çулсенче Кĕтеснер ялĕнче 4 гектар çинче хăмла çитĕнтернĕ пулсан иртнĕ çуркунне тепĕр 2 гектар çинче череноксем лартса хăварнă пулнă, кăçал вара тепĕр икĕ гектар çинче лартса хăварасшăн. Мăнçырма ялĕнче вара 4 гектар çинче çитĕнтернĕ пулсан иртнĕ кĕркуннепе çуркунне 2-шер гектар çинче лартса хăвартăмăр. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче 4 гектар çинче хăмла çитĕнтернĕ кăçал çуркунне лартса хăварма 2 гектар çĕр хатĕрлесе хăварнă. Эпир «Подвязный» сортпа ĕçлетпĕр, вăл пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнет, тупăшĕ те аван. Кăçал пĕр гектар пуçне шутласан 18,1 центнер хăмла туса илтĕмĕр. Тухăç иличчен малтан сахалах мар тăрăшма тивнине ĕçлекен çын хăех питĕ лайăх ăнланать. Çителĕклĕ таран хăмлана кирлĕ удобрени хыватпăр, хурт-кăпшанкăсене те вăхăтра пĕтерсе пымалла тата ытти ĕçсене те вăраха тăсмасăр пурнăçлатпăр. Çывхарса килекен çурхи ĕçсене пурнăçлама шпагачĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе удобренисем çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра техникăсене техосмотр кăларма тесе юсав ĕçĕсене пурнăçлатпăр (ÿкерчĕк çинче). Механизаторсемпе водительсем çителĕклĕ, чылайăшĕсем нумай çулсем тăрăшаççĕ. Л.Терентьев, А.Яковлев, В.Мишин, А.Семенов трактористсемпе С.Никифоров, Ю.Кузьмин водительсене ырă сăмахсем кăна каламалла, хăйсен ĕçĕсене яваплăха туйса туса пыраççĕ, паянхи ĕçе ырана хăвармаççĕ. Хамăр вăйпа кăçал МТЗ-1025 çĕнĕ трактор туянтăмăр, киввисем те ĕçе юрăхлă. ЛТЗ-60АВ, МТЗ-82, Т-54 тракторсемпе хăмла çинчи пур ĕçсене те пурнăçлатпăр. Чылай вăхăт хушши усăсăр ларнă, юхăнса пĕтнĕ хăмла татмалли комплекссене тĕпрен çĕнĕрен юсаса ĕçе кĕртме тытăнтăмăр.Çĕнĕ Веренерти ЧХ, Мăнçырмари хăмла татмалли комплекс чылайранпах ĕçлеççĕ, пĕлтĕр Кĕтеснерте хăмла татмалли ЧХ хута кайрĕ. Çăмăлах пулмасан та малаллах тапаланатпăр, ĕмĕтленнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртес тетпĕр.