АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимсĕрлĕхе пула – вилĕм

09 апреля 2010 г.

Районти пĕр ял хуçалăх предприятийĕнче çурт-йĕр тунă çĕрте ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни çын вилĕмĕ патне илсе çитернĕ. Çак сăлтавпа пĕр гражданина айăплама пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухнă. Следстви пĕлтернĕ тăрăх, айăпланакан 2008 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче ял халăхне, шкула, ача садне шывпа тивĕçтерекен шыв пăрăхĕ шăтса юхнине пĕтерес тесе котлован чавнă ĕçе йĕркелесе тăраканни пулнă. Экскаватор пулăшнипе 2 метр тарăнăш чавнă шăтăк шывпа тулса ларнине пула çĕр ĕçĕсем чарăнса ларнă. Сентябрĕн 30-мĕшĕнче каçхине 57 çулхи ял çынни шăтăк патĕнче нимĕнле асăрхаттару паллисем, çутă пулманнине пула путăка кĕрсе ÿкнĕ те путса вилнĕ. Ку инкек ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснине пула килсе тухнă. Уголовнăй ĕçре айăпланакан йăнăшне çирĕплетекен документсем çителĕклех пуçтарнă, Вăрмар районĕнчи суда тĕппипе пăхса тухма ăсатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика