09 апреля 2010 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ĕçлесе пурăннă çамрăк ăрăва вăрçă ачисем теççĕ. Нумай юлмарĕç ĕнтĕ вĕсем пирĕн хушăра. Тылра аслисемпе пĕрле мĕн чухлĕ ача-пăча вăй хуман-ши? Выçăпа аптранисем те сахал мар пулнă. Ачалăх пурнăçĕпе савăнса, выляса ÿсме тÿр килмен вĕсене.
Тăван çĕршывшăн вăйпитти арçынсем вăрçăра çапăçнă, пуçĕсене хунă. Тылра та фронтри пекех. Пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн ватти-вĕтти вăй хунă. Вĕсенчен пĕри - Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ Таисия Александровна Александрова. Унăн ачалăхри пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл вунпĕр çулта кăна пулнă. Ашшĕ Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Вăрçăран таврăнсан нумай пурăнайман, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ те ача çуратнă хыççăн йывăр чирлесе ÿкет. Вăл та нумаях пурăнаймасть, вăхăтсăр çĕре кĕрет. Таисия çемьере чи асли пулнă май, пĕтĕм ĕç ун çине тиенет. Икĕ йăмăкне тата шăллĕне пăхма ăна тăван мар аппăшĕ пулăшса пырать. Таисия ачасене пăхнипе пĕрлех хăй те çичĕ класс вĕренсе пĕтерет. Анчах та пурнăçĕ йывăр пирки малалла вĕренме каяймасть. Вăл ялти ытти çамрăксемпе пĕрле Тĕрлемес станцийĕнчи Муркар ялĕ çывăхĕнчи çул-йĕре юсанă çĕрте вăй хурать. Унта вĕсем хваттерте пурăнаççĕ. Апат-çимĕç пĕтсе çитнĕ пирки вĕсем каялла колхоза таврăнаççĕ. Вăрçă чарăнсан Т.Александрова тăван колхозрах вăй хурать. 38 çула çитсен вĕсем В.Ларионовпа çемье çавăраççĕ. Хăйсен ĕмĕрне иккĕшнех пурăнса ирттерме тиврĕ вĕсене. Темшĕн-çке вĕсене шăпа ача-пăчаллă пулма памарĕ. Тен кунта Таиç аппа çамрăклах шăнса пăсăлни ун сывлăхне хавшатрĕ пулĕ. Иртнĕ йывăр вăхăтсене аса илсен унăн чунĕ хурланчĕ, куçĕсем куççульпе тулчĕç.
Çак ялтах çуралса ÿснĕ вăçă ачин Нина Арсентьевна Арсентьеван пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕ. Ачалăх выçăллă-тутăллă иртнĕ. Тăраниччен çывăрса та курайман. Хĕвел анса лариччен колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, тул çутăлма пуçласан вара каллех ĕçе кÿлĕннĕ.
«Вăл вăхăтра пуçа çĕклеме те вăхăт пулман. Самолетсем вĕçсе иртсе каятчĕç те, нимĕç самолечĕсем тесе шутлаттăмăр», - тет Нина аппа вăрçă çулĕсене аса илнĕ май.
Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта «вăрçă ачисем» вунпĕр çын шутланаççĕ. Вĕсене хальхи вăхăтра социаллă ĕçченсем пăхса тăраççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тунăранпа 65 çул çитнĕ май, эпир вăрçă ачисене, мĕн пур ватăсене ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр.