09 апреля 2010 г.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн РФ Правительствин иртнĕ çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи 1074-мĕш йышăнăвĕпе октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртмелле.
Малашлăха палăртма кирлĕ
Çырав халăх йышĕпе, тытăмĕпе, вăл Раççей Федерацийĕн территорийĕнче социаллă-экономика сăнлавĕпе, наци тата чĕлхе пайĕпе, унăн вĕренÿ шайĕпе килĕшÿллĕн еплерех вырнаçнипе çыхăннă статистикăн официаллă информацине йĕркелемелли тĕп çăл куç шутланать. Çакă вара çĕршывăн социаллă тата экономика аталанăвĕн малашлăхне палăртма кирлĕ.
Халăх çыравĕн кăтартăвĕсем чăннипех хаклă, вĕсене куллен шута илсе пынипе е администраци çăл куçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе усă курнипе хатĕрлеме май килмест. Халăх йышĕн тата тытăмĕн кăтартăвĕ пирки пухнă информацие тĕпе хурса тĕрлĕ шайри бюджетсене хатĕрлеççĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн Раççейпе унăн регионĕсен социаллă-экономика аталанăвĕн параметрĕсене шутлаççĕ. Çавна май халăхпа çыхăннă информацие çĕнетсех тăмалла.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2002 çулхи çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе экономикăн социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕп докуменчĕсене юлашки çулсенче хатĕрленĕ чух анлăн усă курнă. Статистика информацийĕ пухассипе пирĕн куллехи пурнăçăн çыхăнăвне, тĕрĕссипе, çийĕнчех асăрхаймăн та. Çапах вăл пур - çирĕпскер, тÿрремĕнех пырса тивекенскер. Халăх çыравĕ Раççейĕн кашни çыннине чăннипех кирлĕ», - тени ÿстерсе калани мар.
2010 çулхи çырав кăтартăвĕсем юлашки вунă çуллăхра Раççей сăнне йĕркеленме пултарнă пуçаруллă ĕçсен, çав шутра наци проекчĕсен позитивлă ÿсĕмĕсен ырă енĕсемпе паллаштараççĕ. Тĕнче экономикин кризисĕ пирĕн çĕршыв пурнăçне витĕм кÿни, куратпăр ĕнтĕ, тата çивĕчреххĕн туйăнать. Çак витерĕвĕн виçине статистика кăтартăвĕсене - тĕслĕхрен, халăх ĕçлевĕпе, икĕ е ытларах вырăнта вăй хума тивнипе çыхăннă йышшисене - тĕпе хурса палăртма пулать. Ыйтусен тулли ярăмĕ çурт-йĕр тытăмĕнчи, вĕренÿ шайĕнчи лару-тăру улшăнăвне курма май парать.
Çырав пĕтĕмлетĕвĕсен малашлăхĕ чылай çуллăхлă. Вĕсем Раççее кризисран кăлармашкăн кăна мар, йывăрлăх çулĕсем хыççăнхи тапхăрта пурнăç шайне ÿстермешкĕн тивĕçлĕ йышăнусем тума май параççĕ. Кашни çыравăн культура тата истори тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл - обществăн хăйне май портречĕ, Раççейĕн самантра сăнланнă сăн ÿкерчĕкĕ. 2002 çулхи тата çывхарса килекен çыравсем пулăшнипе пулас ăру эпир, Раççейĕн XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕн çыннисем, еплерех пурăнни пирки чăннипех хаклă информаци илĕç.
Миçе çултан?
Федерацин 2002 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнчи «Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ çинчен» 8-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн çырава вунă çулта пĕр хутран кая мар йĕркелемелле. Ăна ирттернĕ вăхăт - халăх пирки кăтартусем пуçтарнă тапхăр. Пĕтĕм Раççей çыравĕн дати (çул, уйăх, кун, сехет) халăх пирки информаци пухнă тата ăна шута илнĕ самант пулса тăрать. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттермелли вăхăта тата датăна Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетет.
ПНО патшалăхсене çырава 10 çулта пĕр хут йĕркелеме сĕнет. Аталаннă çĕршывсенчен чылайăшĕнче ку йĕркене тытса пыраççĕ.
Вунă çул - çĕнĕ ăру ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухма ĕлкĕрнĕ тапхăр. Унсăр пуçне, çĕршывсен аталану программисенчен чылайăшне вунă çуллăх çирĕплетнĕ, çырав пĕтĕмлетĕвĕсем çав кăтартусене сăнлаççĕ. Пирĕн çĕршывра халăх çыравĕсем 1897, 1926, 1937, 1939, 1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенче пулнă.