09 апреля 2010 г.
Паллах, эпир пурте пыл юрататпăр. Чăнах та, пылран пылакраххи мĕн пулма пултарать;! Унăн ырă шăршăллă йăлтăркка тумламĕнче улăхри курăксен сĕткенĕ, июль уйăхĕнчи çăка вăрманĕн шăрши, хĕвел хĕлхемĕ пухăннăн туйăнать. Çавăн пекех унта тĕлĕнмелле хурт-хăмăрăн - пыл хурчĕсен - пархатарлă ĕçĕ.
Çын ĕлĕк-авалтанах пыл хурчĕсен ырлăхĕпе усă курнă, анчах çак ĕçченсен вăрттăнлăхне пĕличчен нумай ĕмĕрсем иртнĕ. Ĕлĕк-авал пыл хурчĕсемпе ытларах шурă сухаллă мучисем ĕçленĕ. Халĕ вара шур сухал çеç мар, хĕрарăмсем те ĕçлеççĕ. Пыл хурчĕсемпе ĕçлесси çыннăн тавракурăмне пуянлатать, тимлĕхе, тирпейлĕхе, тавçăрулăха, ĕçлес пултарулăха аталантарать. Анчах пыл хурчĕсемпе ĕçлесси ансат мар. Кирек мĕнле ĕçри пекех пĕлÿ, тăрăшулăх кирлĕ. «Пыл хурчĕ тытатăн пулсан сулхăнра выртаймăн», - тенĕ вырăс халăх сăмахлăхĕнче. Пылăн сиплĕ паллисене çаксем ĕлĕк-авалтанах пĕлеççĕ, вăл вăй кĕртет, организма чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшать.
Хурт-хăмăр ăсти - авалхи професси тесе шутлаççĕ. Ĕлĕк-авал пыл патне тискер кайăк тытма сунара кайнă пекех çÿренĕ. Йывăç хăвăлĕсенчи йăвисене тупса аркатнă, унти карассене илсе киле иле-иле кайнă. Ялан тенĕ пекех, аркатнă çемье пĕтнĕ. Пурăна киле пыл хурчĕсене кил-çурт çывăхĕнче усрама тытăннă. Малтан хăвăллă йывăç сыпăкĕнчен, хулăран авса, хăмăшран, улăмран тунă карçынккасем евĕрлĕ пулнă. Каярахпа вара хăмаран вĕллесем тума пуçланă. Вĕсем пайăн-пайăн илме май пуррипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕллесем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пÿрт евĕрли те, тăваткалли те, сарлаки (арча евĕрлĕ) тата хулари çурт евĕр çÿллĕ лараканни те. Пыл хурчĕсене хĕл каçма ятарласа тунă омшанике лартаççĕ е юр айĕнчех хĕл каçараççĕ. Пирĕн аттен вара пахчарах лараççĕ. Халĕ çуркунне çитнĕ май, вĕсене юртан хырса тасатнă. Çанталăк ăшăтнăçемĕн вĕсем хăйсемех пыршăлăха тасатма вĕçсе тухаççĕ. Кăçал çанталăк хальчченхинчен сивĕ тăчĕ. Çавна пула вĕсене апат та нумай кирлĕ пулчĕ. Юр айĕнче хĕл каçакан хуртсене омшаникрипе танлаштарсан тепĕр çавăн чухлĕ апат (пыл) кирлĕ. Вĕлле шăтăкне юр тултарасран ун умне хăма татки тайăлтарса хураççĕ. Вăл ăна çилрен те хÿтĕлет, кайăксем те хуртсене чăрмантараймаççĕ. Пыл хурчĕсене сивĕ хăрушă мар, ытларах нÿрĕкрен хăраççĕ вĕсем. Нÿрĕклĕх вĕсемшĕн вилĕмпе тан. Çавăнпа та вĕллесенче вентиляци лайăх пулни кирлĕ. Атте калашле - «Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ хуртсене - çуркунне». Ку сăмах чăннипе те çапла. Хĕл каçипе вăл хуртсем çинчен çеç шухăшлать тесен те йăнăш пулмĕ. Çуркунне вара, пыл хурчĕсем вĕçме тытăнсан пахчаран кĕме те пĕлмест, канма та пулин вĕсем мĕнле тата ăçталла вĕçнине сăнаса - киленсе ларать. Çуллахи илемлĕ кун ир пуçласа каçченех пыл хурчĕсене, вĕлле патĕнчен каймасăр, сăнама пулать. Хуртсем пыл пухнă тапхăр, каçхине, ĕçлесе ывăннă хыççăн сĕрлени, пахчари вĕллесен шăрши - çаксем пурте кăмăла çĕклентереççĕ. Пыл хурчĕсем пыл кăна пухмаççĕ иккен. Вĕсем тĕрлĕрен ÿсен-тăран çинчен чечек тусанĕсем пухаççĕ, çавна май вĕсене шăркалантараççĕ. Колхоз-совхозсем саланса пĕтнине пула халĕ хĕвелçаврăнăш, фацели, донник, рапс, хуратул акса тăвакан çукрах. Атте каланă тăрăх çакă пыл хурчĕсене пысăк йывăрлăх кÿрет. Вĕсен вара ăçта килнĕ унта ÿсекен тĕрлĕ çум курăксемпе кăна çырлахма лекет. Пылсăр пуçне тата ăвăс тăваççĕ. Унпа вĕсем карас тума усă кураççĕ. Скульпторсем валли вăл хаклăран та хаклă материал: лайăх çемçелет, формине улăштармасть, вăхăт иртнипе пăсăлмасть. Ку çеç те мар-ха. Хуртсем пухакан чечек тусанĕ хурт амин сĕчĕ тата çилĕмĕ (прополис) та питĕ сиплĕ продуктсем шутланаççĕ. Прополис симĕсрех тĕслĕ сăмала евĕр çыпăçакан япаларан тăрать. Хуртсем ăна хурăн, ăвăс тирек (тополь) папкисенчен пуçтараççĕ. Прополис медицинăра анлă сарăлнă. Унпа суранлансан, пиçсе кайсан, тăм илсен, туберкулезпа, ангинăпа, ÿт-тир чирĕсемпе чирлесен, çăвар ăш-чикки пăсăлсан усă кураççĕ. Çавăнпа та вăл пылран та хаклă продукт.
Чечек тусанĕ вара - тĕлĕнтермĕш продукт, ăна пыл хурчĕсем çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех пухаççĕ. Вăл, пыл пекех, хуртсемшĕн питĕ тутлăхлă апат. Унта белокпа витаминсем нумай, çусем, минераллă тăварсем, ÿсме пулăшакан япаласем, гормонсем пур тата ытти. Вĕсем пирки манăн атте темĕн чухлех пĕлет, пĕр вĕçĕмсĕр каласа пама юратать. Çак статьяна та атте каласа панă тăрăх çыртăм. Пыл хурчĕсен продукцийĕ çыншăн усăллă. Вĕсем - çунатлă врачсем, чĕрĕ çут çанталăкăн пайĕ, пирĕн планетăн питĕ усăллă хурт-хăмăрĕ. Çине тăрсах килти хуçалăхра усрама тăрăшăр. Вăл вара хăйĕнне тавăратех.
Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул.