09 апреля 2010 г.
Халăха инкек-синкексĕр пурăнма, гидротехника сооруженийĕсене çурхи шыв-шуртан упрама тата шыв-шура йĕркеллĕ ирттерсе яма паракан мероприятисене пурнăçласси район умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăраççĕ.
Çак тĕллевпе Вăрмар район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çурхи ейÿпе кĕрешекен комисси йĕркеленĕ. Гидротехника сооруженийĕсене, пĕве-каçăсене, кĕперсене шыв-шур аркатасран, тип çырмасене çурса каясран сыхламалли мероприятисем тĕлĕшпе пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлемелле. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви гидротехника сооруженийĕсене тулакан шывсене ирттерсе яма хатĕрлеме ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем патне рекомендацисем çитернĕ. Ку ĕç кашни ял тăрăхĕнче пырать. Шыв илме пултаракан вырăнсенче пурăнакан халăха эвакуацилемелли мелсене те пăхса тухнă. Уйрăмах шанчăксăртарах гидротехника сооруженийĕсем патне транспортпа пымалли çулсене тасатаççĕ.
Хуçасăр 515 тата 700 пин кубла метрлă икĕ пысăк сооруженисене Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине, ялти депутатсенчен яваплисене суйламаллине палăртнă. Çавăн пекех комисси членĕсем Шутнерпуç ялĕ çывăхĕнчи гидротехника сооруженийĕ шиклентернине палăртнă. Çак ял тăрăхĕн пуçлăхне шыв тулнă чухне тип çырмана тата пĕвене çийĕнсе пĕтесрен сыхламалли пирки рекомендацисем панă. Кĕтеснерти, Шăхальти, Аслă Чакри, Кивĕ Вăрмар, Энĕшпуç, Тикаш ял тăрăхĕсенчи ГТСсене юрăхлине палăртнă. Ял тăрăхĕсенче ейÿ вăхăтĕнче ĕçе йĕркелесе тăма оперативлă штаб йĕркеленĕ. Кашни гидротехника сооруженийĕ çумне çурхи ейÿ вăхăтĕнче яваплă çын çирĕплетнĕ.
Колхоз-совхозсем саланнине пула районта кÿлĕсем, пĕвесем никам çинче те шутланмаççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен территорийĕнчи ГТСсене хăйсен харпăрлăхĕ шутне кĕртмелле.