09 апреля 2010 г.
Сывă пурнăç йĕркине ачаран тытса пыракансем пурнăçра та çитĕнÿ тунине çÿлерехри статьясенчен те лайăх куратпăр. Çакна ашшĕ-амăшĕсен яланах ăшра тытасчĕ, анчах пĕрмаях çапла мар çав.
Обществăлла йĕркене кирлĕ пек пăхса тăрас, халăха лăпкăлăхпа тивĕçтерес, преступленисемпе кĕрешес ĕçре районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çине тăрсах вăй хураççĕ, çав шутра çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмри инспекторсем те. Хула, ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ вырăнсенче пулса çамрăксемпе курса калаçатпăр, вĕсене преступлени çулĕ çинчен пăрас тесех тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисене хутшăнатпăр. Акă, тĕслĕхрен, республикăра тата хамăр районта çулленех иртекен «Милици тата ачасем» акцине хутшăнтăмăр. Çак вăхăтра районти пур шкулсенче те пулса калаçусем ирттернĕ. Шкула йĕркеллĕ çÿремен, уроксене тăтăшах сиктерекен ачасен 7 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарнă. Çемье лăпкăлăхне пăсакан ашшĕ-амăшĕсемпе тата киревсĕр çул çине тăнă çул çитмен ачасемпе профилактикăлла калаçусем тăтăшах ирттеретпĕр, вĕсене асăрхаса, тĕрĕслесех тăратпăр. Вĕсен килĕсенче тăтăшах пулнă май, асăрханă çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăваратпăр. Эрех-сăра сутакан çĕрте пулса çул çитменнисене алкоголь продукцине сутмалла марри пирки ăнлантаратпăр. Калаçу вăхăтĕнче ачасен обществăлла вырăнсенче хăйсене еплерех тыткаламаллине, çавăн пекех наркотиклă тата психотроплă, пуçа минретекен хутăшсемпе усă курмалла марри çинчен, вĕсем сывлăха çав тери сиен кÿнине каласа ăнлантаратпăр. Çул çитмен ачасен эрех-сăра сутакан кафесенче е тĕрлĕрен ытти заведенисенче вуçех те ларма юраманни, каçхине 22 сехет иртсен ашшĕ-амăшĕсĕр урамра çÿремелле марри пирки те пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Енчен те ачасем çак çÿлте асăннă йĕркесене пăсрĕç пулсан, ашшĕ-амăшĕсене пысăк суммăлăх штрафлаççĕ. Шел пулин те, çак вăхăтра икĕ çамрăк ачана ÿсĕррине пула тытса чарма тиврĕ.
Халĕ ачасен çуркуннехи каникулĕ, вĕсем пушă вăхăта ăçта ирттернине ашшĕ-амăшĕсен пĕлсе, курса тăмаллине манса каяс марччĕ. Кĕçĕнреххисем асфальтлă çулсем çине велосипедпа ярăнма тухма юратаççĕ, мечĕкле выляма та хирĕç мар вĕсем, çакăншăн савăнмалла кăна, анчах та ашшĕ-амăшĕсен тата вĕсен çывăх çыннисен ачасене куçран вĕçертмелле мар, асăрханулăха пурин те ÿстермелле.