АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярославльтен - çĕнтерÿпе

09 апреля 2010 г.

Ярославльтен - çĕнтерÿпе

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан пултаруллă спортсмен, яш каччă Дмитрий Юрьевич Иванов кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 20 çул тултарать. Пурнăçăн кĕске тапхăрĕнче вăл пире хăйĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те савăнтарать. Тĕрлĕ тупăшусенче вăл çĕнсе илнĕ 20 ытла медаль унăн спортри пултарулăхне çирĕплетсе парать.

- Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне (2003 ç.) шкул ачисем хушшинче çуран чупас енĕпе районта мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура пĕрремĕш хут чемпион ятне çĕнсе илтĕм, - каласа парать Дима.

Çамрăкăн спортри ăсталăхне ÿстерессишĕн унăн малтанхи тренерĕ Людмила Павловна Агапова нумай тăрăшать. Ăна тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма тĕрлĕ çĕре илсе каять. Паллах, çине тăнин усси пурах ĕнтĕ.

Шкулта сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕрет. Кунта вара спортри ăсталăха туптама условисем татах та лайăхрах.

2007 çулта вăл çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать. Анчах та пĕр кĕтмен çĕртен урине амантать. Çакăн хыççăн спортри кăтартусем кăштах япăхланма пуçлаççĕ. Дима В.Димитриев тренер патне куçать, триатлон (шывра ишесси, велосипедпа тата çуран чупасси) енĕпе хатĕрленме пуçлать.

2009 çулта Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Раççей Кубокĕн пĕрремĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта малтан 5 километра çуран, 20 километр велосипедпа, 3 километр çуран чупмалла пулнă. Çивĕч кĕрешÿре Дима пĕрремĕш вырăн йышăннă.

2010 çулхи февралĕн 18-21-мĕшĕсенче Белгород облаçĕнчи Губкин хулинче полиатлон енĕпе çамрăксем хушшинче Раççейре мала тухассишĕн ăмăртусем ирттернĕ. Программăра: 60 метра çуран чупасси, 100 метра шывра ишесси, винтовкăран тĕл пересси, 2 километра çуран чупасси пулнă. Чăваш каччи Дима Иванов кунта каллех çĕнтерет, Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать.

Умра - тепĕр яваплă ăмăрту. Кăçалхи мартăн 18-21-мĕшĕсенче Ярославльте çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Пирĕн ентеш унта хутшăнма тĕплĕн хатĕрленет. Тăрăшни сая каймасть, каллех çĕнтерÿ - спорт мастерĕн нормативне тепĕр хут çирĕплетет.

- Çак ăмăртура тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама 12 очко çеç çитмерĕ. Çулла хам ума лартнă тĕллеве пурпĕр пурнăçлатăп, - хавхаланса каласа парать Дима.

«Ĕмĕтленекен çын телейлĕ», - теççĕ халăхра. Апла пулсан, хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме эпир те ăна ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика