09 апреля 2010 г.
Пирĕнтен уйрăлса кайнă çынна асăнса пурăнни, ун ятне манманни тăванĕсемшĕн, юлташĕсемшĕн, çывăх çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çÿлти Кинчер халăхĕшĕн Афганистан вăрçинче пуçне хунă Рудольф Петров интернационалист яланах пысăк хисепре. Ăна халалласа кăçалхи март уйăхĕнче Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче йăлана кĕнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне улттăмĕш хут ирттерчĕç.
Ăмăртăва йĕркелесе яраканĕ те, спонсорĕ те Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче Рудольф Петровпа пĕрле вĕреннĕ Владислав Климентьевич Арманов пулчĕ. Çак кунсенче вăл хăйĕн çуралнă кунне, 44 çул тултарнине, паллă турĕ. Ялти шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕлĕве Куславкка районĕнчи Энтри Пасарти вăтам шкулта малалла ÿстернĕ. 1983-1984 çулсенче Шупашкарти 23-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре вĕреннĕ. Совет Çарĕнче икĕ çул службăра пулнă хыççăн 1986-1992 çулсенче Куславкка районĕнчи «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче директорăн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ пулнă. Унтан «Кинчерское» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕп инженерта вăй хунă. Халĕ вăл ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕн пуçлăхĕ. Мăшăрĕпе - Елена Владимировнăпа - «Владлен» фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Хăйсене çирĕплетсе панă 287 гектар çĕр çинче тыр-пул çитĕнтереççĕ, çĕр улми, нумай çул ÿсекен курăксем, пахча çимĕç туса илеççĕ. Пĕлтĕрхи тухăç начар мар килнĕ вĕсен, тĕш тырă кашни гектартан вăтамран 20,8 центнер, çĕр улми - 200, пахча çимĕç 150 центнер туса илнĕ. Техника паркĕ те çĕнĕ техникăпа пуянлансах пырать. Çамрăксен кăçалхи тĕллевĕсем татах та пысăкрах - ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтерсе тупăш ытларах илесси. Çапла вара вĕсем ялта тата шкулта физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе татах та ытларах спонсорла пулăшу пама пултараççĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ вĕсем. Асли - Павел, Раççей çарĕнче службăра пулнă хыççăн, Хусанти патшалăхăн технологи университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Ксения хĕрĕ - Шупашкарти кооператив техникумĕн 3-мĕш курс студентки. Чи кĕçĕнни - Мария - Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта виççĕмĕш класра вĕренет. Мăшăрсене ăнăçусем сунатпăр.