АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем те çĕнтерÿ кунне çывхартнă

09 апреля 2010 г.

Кăçал майăн 9-мĕшĕнче Раççей халăхĕ 65-мĕш хут Çĕнтерÿ кунне чысласа уявлать. 1941-1945-мĕш çулсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă вăрçа Вăрмар районне кĕрекен 100 ытла килтен тăракан Энтрияль ялĕнчен кашни килтен тенĕ пекех хутшăннă. Вăрçă хирне малтанхи кунсенчех нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма ăсаннă. 120 ытла килтен тăракан ялтан 116 арçын, 4 хĕрарăм вăрçă хирĕнче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă. Вăрçă пуçланиччен медсестрара ĕçленĕ М.Григорьева, О.Степанова вăрçă хирĕнчен аманнă салтаксене малтанхи пулăшу парса медсанбата ăсатнă. К.Федорова çар хатĕрĕсем тăвакан завода сыхланă. М.Терентьева пăравус çинче кочегар пулса çар техникине фронт валли ăсатнă çĕрте чукун çул çинче вăй хунă, пĕр рейсра сусăрланса таврăнса 1944-мĕш çулăн пуçламăшĕнче çĕре кĕнĕ. Хăш-пĕр килтен вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе 3-4 çын çапăçнă. 1904-1905-мĕш çулсенче Раççейпе Япони вăрçине хутшăннă, унтер офицер пулнă И.Андреев килĕнчен çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе виçĕ ывăлĕ çапăçнă, аслă пĕлÿллĕ, уйрăм вăтам пĕлÿ илнĕскерсем Петр, Иван, Микуç юнлă вăрçă хирне ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Ашшĕпе амăшне çемье çавăрса мăнукĕсемпе савăнтарайман. Н.Федотов килĕнчен икĕ ывăлĕ, икĕ мăнукĕ вăрçă хирĕнче хаяр тăшманпа çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă. Ывăлĕ, Петĕр, Новгород хулине хÿтĕлесе пуçне хунă. Мăнукĕ, Иван, Украинăна нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă чухне çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Тепĕр мăнукĕ, Микуç, моряк, Япони самурайĕсемпе çапăçнă. Çĕнтерÿçĕ-салтак моряк пулса, ашшĕ пекех тăван яла сывă таврăннă. Т.Федоров йăхĕнчен тăватă ывăлĕ алла пăшал тытса Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă Иван, Роман, Санька вăрçă хирĕнчен тăван яла таврăнайман, киле килме аслă ывăлĕн, Ваçилĕн кăна çулĕ тупăннă. 1904-1905-мĕш çулсенче Раççейпе Япони хушшинчи вăрçа хутшăнса япони самурайĕсемпе паттăррăн çапăçнăшăн Георги хĕресĕ илме тивĕç пулнă. Ф.Павлов унтер офицер килĕнчен тăватă ывăлĕ çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă, виçĕ ывăлĕ юнлă вăрçă хирне ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Аслă ывăлĕ Петĕр çеç çĕнтерÿçĕ-салтак пулса киле таврăннă, Ленинград хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Т.Иванов 1904-1905-мĕш çулсенчи Раççейпе Япони хушшинчи вăрçа хутшăнса Георги хĕресне илме тивĕç пулса тăван ялне таврăннă. 1941-1945-мĕш çулсенчи Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă вăрçа виçĕ ывăлĕ нимĕç фашисчĕсемпе çапăçăва хутшăннă. Икĕ ывăлĕ, Евгенийпе Иван, вăрçăччен Хĕрлĕ Çар ретĕнче пулнăскерсем, вăрçăн малтанхи кунĕнчех юнлă вута кĕнĕ. Хăйсен çар чаçĕпе Мускав патне çити чакса хаяр çапăçăва хутшăнса нимĕç фашисчĕсене каялла анăçалла хăваланă, Иван хăйĕн артдивизионĕпе Кенигсберг хулине штурмпа илнĕ çĕрте çапăçса аманнă, тăван яла кăкăр тулли правительство наградипе, аслă лейтенант пакунĕпе 1946-мĕш çулăн вĕçĕнче çитнĕ. Евгений ывăлĕ хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, майор званипе запаса тухса çемье çавăрса Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Т.Ивановăн, Михаил, аслă ывăлĕ, Мускава нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлнĕ, Ржев патĕнчи тан мар çапăçура вилмеллех аманать. Хăй вăрçа кайсан кун çути курнă хĕрне кураймасăрах пурнăçран уйрăлать. Хĕрĕ те ашшĕне сăн ÿкерчĕк çинче кăна курнă. Н.Федоров килне кин кĕртсе мăнукĕсемпе савăнса кураймарĕ, икĕ ывăлĕ Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуçне хучĕç. Иван Егоровичăн кĕçĕн ывăлĕ, Ляваç кăна тăван яла çĕнтерÿçĕ салтак-моряк пулса таврăнчĕ. Икĕ аслă ывăлĕн, Гурийпе Ваçилĕн, тăван яла çĕнтерÿçĕ-салтак пулса таврăнма çулĕ пулмарĕ, иккĕшĕ те Ленинград хулине хÿтĕлесе пуçне хунă. Яков Евдокимовичăн икĕ ывăлĕ, Михаил, Емельян (сержант) тата Санькка, виççĕшĕ те Ленинград хулине хÿтĕлесе, тăшман блокадине татса хулана ирĕке кăларнă çĕрте ĕмĕрлĕхех вăрçăн юнлă хирне выртса юлнă. Илья Егоровичпа Яков Сафоновичăн йăха тăсакан пĕртен-пĕр ывăлĕсен, Микулайпа Арсентийĕн, вăрçăран килме çулĕ пулмарĕ. А.Яковлев Чулхулара çурт-йĕр тăвакан институтра вĕренсе инженер-строитель профессине илнĕ ялти пĕртен-пĕр çын пулнă. Кузьма Борисовичпа Николай Кузьмич килĕсенчен вăрçа кайнă виçĕ ывăлĕ те сывах таврăнчĕç. Кузьма Борисовичăн аслă ывăлĕ, Ехрем, икĕ орденпа тата медальсемпе тăван яла таврăнчĕ. Николай Кузьмичăн икĕ ывăлĕ, Екимпа Ляваç, тăван яла çĕнтерÿçĕ-салтак пулса таврăннăскерсем, мирлĕ пурнăçпа нумай савăнса пурăнаймарĕç. Вăрçă чарăнни пилĕк çул иртсен Ляваç çĕре кĕчĕ. Ун хыççăн пиччĕшĕ, Еким, операци сĕтелĕ çинчех куçне хупнă. Кусем вăрçăран сывах килнисенчен пĕрремĕш çухату пулнă. Кăкăр тулли наградăсемпе, вăрçăра разведчик пулнă А.Егоров кĕçĕн сержант пакунĕпе тăван яла таврăнчĕ, бригадирта пĕр хушă ĕçлерĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн П.Кириллов аманнă пирки, вăл та вăрçăра разведчик пулнă, тăван яла 1945-мĕш çулăн вĕçĕнче наградăсемпе таврăнчĕ. Аманнă алли сипленсен пĕр тапхăр кладовщикре ĕçлерĕ. С.Васильев, А.Петров вăрçăн малтанхи çулĕнче тăван яла аманнă хыççăн сипленме килчĕç те, тепĕр хут вăрçа кайсан тăван яла килме çулĕ вĕсемшĕн тупăнмарĕ. Мускава хÿтĕлесе аманнă Г.Павлов тăван яла таврăнсан колхоз председателĕнче, унăн çумĕнче чылайччен ĕçлерĕ. Пединститут студенчĕ пулнă М.Никифоров, вăрçăра лейтенант пулнăскер, тăван яла килеймерĕ. Калуга хулине ирĕке кăларнă чухне вилмеллех аманнă. Ашшĕ, Н. Алексеев, вăрçăран аманса таврăнчĕ. Берлина илнĕ чухнехи хаяр çапăçăва Энтрияль ялĕнчен те хутшăннă: М.Антонов, И.Андреев. Берлина илессишĕн пынă çапăçура И.Андреев вилмеллех аманнă. Энтрияль ялĕнчен Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса 70 çын ĕмĕрлĕхех юнлă вăрçă хирне выртса юлнă, вĕсенчен хыпарсăр çухалнă тесе çырнă хурлăхлă хут яла вăтăр виçĕ хыпар çитнĕ. Хальхи вăхăтра тăван яла таврăннă 50 салтакран И.Николаев, Н.Разумов сывах пурăнаççĕ. И.Николаев çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ, Н.Разумов хĕллехи вăхăтра ывăл ачи патĕнче Люберцы хулинче пурăнать. Çулла тăван ялта хĕрĕн çемйипе пурăнса вăхăта ирттерет. Иккĕшĕ те 85 çула парăнтараççĕ, арăмĕсем çĕре кĕни нумай çул иртнĕ. Ачисем, мăнукĕсем ашшĕне, аслашшĕ-кукашшĕне, çĕнтерÿçĕ-салтак пулнăскерсене, юратсах, хисеплесех тăраççĕ. П.Васильев виçĕ çул нимĕçсен тыткăнĕнче пулса тыткăнри пурнăçа аван пĕлет, вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, виçĕ ывăлĕ вăрçăра пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика