09 апреля 2010 г.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнин уявĕ. Ку тĕлĕшпе чылай ятлă-сумлă мероприяти иртрĕ ĕнтĕ, тата туса çитермелли миçе!
Эпир те, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентекенсемпе ачасем, пурнăçа кĕртмелли чылай анлă план туса хатĕрлерĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть ирттернĕ тĕл пулу пирки вара тĕплĕнрех каласа парас кăмăл пур.
Энĕшпуçĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 400 яхăн çын тухса кайнă, 178-шĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Паянхи куна илсен, шел пулин те, ялта вăрçă ветеранĕ 4 кăна пурăнать. Çулран-çул вĕсен шучĕ чакса пырать. Сăмахăм Шупашкарта пурăнакан Александр Григорьевич Шмелев çинчен пулĕ.
Александр Григорьевич Вăрмар районĕнчи Ыхраçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Энĕшпуç шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе, Раиса Петровнапа, ĕмĕр тăршшĕпех шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕскерпе, иккĕшĕ те «Халăха çутта кăларас отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Çирĕм çул каялла вĕсем Шупашкар хулине куçса кайнă. Хулара пулсан та ĕçсĕр ларман хастарсем. Раççейри коопераци университечĕн Шупашкарти институтĕнче Раиса Петровна 10 çул хушши паспортистка пулса, Александр Григорьевич вара 5 çул столярта вăй хураççĕ. Шел те, Раиса Петровна 10 çул каяллах çĕре кĕчĕ. Халĕ Александр Григорьевич пĕчченех пурăнать. Турра шĕкĕр, ачисем пурте хуларах, час-часах пырса çÿреме май пур ватă ашшĕ патне.
Паянхи вăхăтра ватă ветерана кайса курма шкулти саккăрмĕшсемпе вуннăмĕш класра вĕренекенсем кăмăл турĕç. Шупашкарти залив хĕрринче вырнаçнă Аслă Отечественнăй вăрçă Мухтавĕн музейĕ пирĕн тĕл пулу вырăнĕ пулчĕ. Музейра пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçлама тытăнннă иккен, çавăнпа та эпир чăн малтан Шупашкар шкулĕсенче ÿкерекен пултаруллă ачасен «Пире вăрçă кирлĕ мар» ятпа иртекен куравне пăхса çаврăнтăмăр. Унтан Вăрмар район ентешлĕх ĕçне Шупашкарта йĕркелесе тăракансенчен пĕри, унăн вице-президенчĕ Василий Николаевич Нягин, тĕл пулăва пуçласа ячĕ. А.Шмелевсăр пуçне ачасемпе курнăçма тата Д.Егоров, Кĕлкеш ял тăрăхĕнчен, Семен Васильевич Васильев, Шăхаль ялĕнчен тухнă вăрçă ветеранĕсем те килсе çитрĕç.
Вăрçă нушине сахал мар курнă паттăр салтаксен ачасене каласа памалли чылай пулчĕ. Александр Григорьевич 1941 çулта Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хамăр районти Атайкасси шкулне ĕçлеме килет. 1942 çулхи августра ăна Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илеççĕ. Вăрçă çулĕ вăрăм пулнă Александр Григорьевичăн: Орел, Брянск, Калуга, Смоленск, Рязань облаçĕсенче иртнĕ хаяр çапăçусене лекет. 1943 çулта Рязань çĕрĕ çинче ăна амантаççĕ, госпитальте сипленнĕ хыççăн Белоруссипе Польшăна ирĕке кăларас тĕлĕшпе пынă çапăçусене хутшăннă, кунта тепĕр хут аманнă, чĕре çывăхне снарядсен 5 ванчăкĕ кĕрсе вырнаçнă. Белоруссишĕн çапăçнă чух Вилĕм Катине (роща Смерти) сыхлани пирки калани чуна çÿçентерет. Нимĕçсен салтакĕсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе пырса тыткăна парăнатчĕç (пĕр кунхине выçăхса асапланса çитнĕ 160 нимĕç тÿрех пирĕн енне куçнă)...
Сипленсе çитсен А.Шмелева топограф - шутлавçă пулма вĕренме Ленинграда яраççĕ. Анчах та çулталăк çурă ларнă, асăрхамасăр юлнă пĕр снаряд ванчăкне пула ăна вĕренсе пĕтереймест, чирлесе ÿкет. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденне тата «Хăюлăхшăн» медаль парса чысланă. Анчах та хастар йĕкĕт нихăçан та чапшăн çунман, хытă янăракан ятшăн та ăнтăлман, вăл яланах тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă, çынпа ятуллă пулма тăрăшнă. Халĕ те çавах.
Вăрçă хыççăн Александр Григорьевич каллех Атайкасси шкулне ĕçлеме таврăнать. Кунта 17 çул хушши вăй хунă хыççăн Энĕшпуç шкулне куçать. Вĕсем мăшăрĕпе çемье çавăрса пилĕк ача çитĕнтернĕ, пурте аслă шкулта вĕренсе тухса професси илнĕ. Ачисем хисепе тивĕçлĕ пулма пултарни ашшĕ чунне савăнтарать.
Тĕл пулăвăн иккĕмĕш çурринче ветерансем ачасемпе çуммăн ларса калаçма пултарчĕç. Александр Григорьевич Энĕшпуç ачисенчен вĕсен шкулти пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. «Кам ачи пулатăн-ха, эсĕ;», - кăсăкланчĕ вăл кашнипех. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсене çеç мар, аслашшĕ-кукашшĕ таранах палласа илме пултарчĕ ватă çын. 85 çула кайнă пулсан та, ялтан кайни 20 çул, çав тери маттур калаçать, пурне те ас тăвать. Пирĕнпе тĕл пулнипе капланса тухнă савăнăç куççульне пытармарĕ ветеран. Ачасене те Александр Григорьевич хăйне тăванпа калаçнă пек çăмăллăн тыткалани, шÿтлеме пĕлни питĕ килĕшрĕ. Вĕсем ăна çине-çинех ыйтусем пачĕç. Кайран вара эпир пурте Çĕнтерĕвĕн Хĕрлĕ ялавĕ айĕнче тăрса сăн ÿкертĕмĕр.
Кунпа пирĕн анлă мероприяти планĕ вĕçленмерĕ-ха. Музейăн тепĕр залĕнче Пĕтĕм тĕнчери лĕпĕшсен куравĕ ĕçлет терĕç. Кунта ачасем те, ветерансем те тĕнчери вĕçевçĕ-илемписемпе киленсе çÿрерĕç, вĕсен хушшинче сăн ÿкерттерчĕç. Курава йĕркелекенĕ С.Карпеев коллекционер хăйĕн ĕçĕ çинчен каласа пачĕ, вăл лĕпĕшсене 20 çул хушши пуçтарать иккен, 7 тĕрлĕ çĕршывра куравсем йĕркеленĕ. Килнĕ хăнан кайни паха тенешкел, эпир хуçисене тав туса куравран тухрăмăр.
Юлашкинчен вара ВДПО (Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи) ертÿçисем ачасем хушшинче «Пушар хăрушлăхĕ» темăпа викторина ирттерчĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесем парса чысларĕç. Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрлесе ирттерме пулăшнăшăн эпир В.Нягина, хисеплĕ А.Шмелев, С.Васильев, Д.Егоров ветерансене чунтан тав тăватпăр. Тавах сире, эсир пурришĕн, эсир çамрăк пурнăçăрсене шеллемесĕр вут-тăвăл витĕр тухса пире çутă та мирлĕ пурнăç пиллесе панишĕн.