09 апреля 2010 г.
Мĕн ĕçлени, илем кÿни вырăнта пурăнакансемшĕнех. Кĕçех, юр ирĕлсе пĕтсен, тасамарлăхсем çиеле тухаççĕ. Харпăр хăй тĕлĕнчи тасамарлăха кам та пулин пырса каласса кĕтмесĕрех тухса тасатмаллине манас марччĕ. Çĕр типсен çул-йĕрсене те якатса тирпейлемелле тата ытти ĕçсем те нумай, çакна пурне те халăхпа пĕрле алла-аллăн тытăнса пурнăçламалла.
Республикăра «2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене çĕнетесси тата аталантарасси» программа йышăннă. Н.Федоров Президент халăх пурăнакан пур вырăна та çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине хăвăртлатасси пирки указ та кăларнă. Ĕлĕк пĕтĕм çулсем Рима илсе çитереççĕ тесе каланă пулсан, халĕ çынсем пур çĕре те пĕр чăрмавсăр çитме пултарччăр тесе тăрăшаççĕ республика ертÿçисем. Халăха çул-йĕрпе тивĕçтерессине пирĕн районта та пурнăçлассишĕн çине тăнă тесе калас килет, кашни ял умне асфальтлă çулсем çитеççĕ. Пирĕн вара ял хушшисенчи урамсене асфальтлă çулсем сарас тесе çине тăрса ĕçлемелле. Пĕчĕкшерĕн пулсан та малаллах талпăнатпăр.
Кăçал Чулкас ялĕнчи Карл Маркс урамĕнчен пуçласа çулсем сарма тытăнасшăн та малалла ытти урамсене те яка çулсем сарса çитересшĕн.
2014 çулта пирĕн ял тăрăхĕнче вырнаçнă Таса Троица чиркĕвĕ 200 çул тултарнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Çак кун тĕлне йывăр пулсан та, тĕрлĕ çăл куçсемпе усă курса чиркÿ умне çитмелли çула тĕппипех юсаса çĕнетесшĕн. Ĕмĕтленни пурнăçланасса чунтанах шанатпăр. Халĕ кунта автомашинăсемпе çитме кĕрлĕ-çурлă çанталăксенче йывăртарах (ÿкерчĕк çинче). Кун пирки ял çыннисем те, чиркĕве çÿрекен прихут çыннисем те тăтăшах сăмах тапратаççĕ. Чăнахах та çак çул ыйтăвĕ тахçантанпах чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.
Вăйлă шыв-шур вăхăчĕсенче çак çул урлă каçмалли кĕпере татса кайнă тĕслĕхсем те пулнă. Ăна вара ял халăхĕ пулăшнипе пĕрре кăна мар юсаса çÿреме юрăхлă тунă. Çулсене пăхса тăрасси нумай чухне хамăртан килнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр. Шел пулин те, хальлĕхе çак çула хĕллехи вăхăтра тăтăшах юртан тасатса тăнипе, çĕр типсен вара çула хырса тирпейлесе тăнипех çырлахма тивет. Ял хăтлăхĕ хамăртан килет тетпĕр пулсан пирĕн ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшмалла, вĕсен вара хăйсенчен мĕн ыйтнине яваплăха туйса пурнăçламалла.