09 апреля 2010 г.
2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче пенсисене ÿстернĕ май республикăра пурăнакан тата 6 пин ытла çын чухăнлăх чикки урлă каçнă.
ЧР Патшалăх Канашĕ 2010 çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 3910 тенкĕ çирĕплетнĕ. Çакăнтан сахалрах тупăшлисене - ĕçлемен пенсионерсене - социаллă тÿлев параççĕ. Тупăша палăртнă чух пенсие тата уйăхри укçа тÿлевне (телефоншăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тата ыттишĕн тивĕçекен компенсаципе пĕрле) шута илеççĕ. Социаллă тÿлев сумми республикăра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе тата çыннăн тупăшĕ хушшинчи уйрăмлăхпа танлашать.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ăна Чăваш Енре пурăнакан ĕçлемен 30,4 пин ватă çынна (Вăрмар районĕнче 910), тĕпрен илсен тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн пенси, социаллă пенси, çавăн пекех ватлăхри ĕç пенсийĕ илекен хăш-пĕр çынна - тыл ĕçченĕн е ĕç ветеранĕн ятне тивĕçейменнисене - заявлени çыртармасăрах пама йышăннă. Хушма тÿлевĕн вăтам виçи 790 тенкĕпе танлашнă (Вăрмар районĕнче 761,46).
2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче мĕн пур пенсие ÿстернĕ тата федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевне, социаллă пулăшу пухнин хакне индексациленĕ май асăннă хушма тÿлев виçине çĕнĕрен çирĕплетнĕ. Республикăра вăл вăтамран 39 тенкĕ чакнă, 751 тенкĕ юлнă. Тупăш пысăкланнине е ĕçе вырнаçнине кура социаллă тÿлеве 6 пин пенсионера пама пăрахнă (Вăрмар районĕнче 141).
Çапла вара кăçалхи апрель уйăхĕнчен пенсипе пĕрле хушма тÿлеве республикăра 24,4 пин ĕçлемен пенсионер тивĕçнĕ. Ăна валли каякан тăкак уйăхра 18,4 млн тенке çитнĕ.
Социаллă тÿлев виçи мĕншĕн чакнине уçăмлатас текенсем сахал маррине шута илсе çакна хăш-пĕр тĕслĕхпе ăнлантарса паратпăр.
1 тĕслĕх. Ватлăхри ĕç пенсине тивĕçнĕ çын кăçалхи апрель уйăхĕччен уйăхсерен 3690 тенкĕ илнĕ. Вăл социаллă пулăшу мерисемпе усă курман, унăн хушма тÿлевĕн виçи - 220 тенкĕ. Уйăхри пенси сумми 3910 (3690 + 220) тенкĕ пулнă.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсие 6,3% индексацилесе 3923 тенке çитернĕ, урăхла каласан ăна 233 тенкĕ хăпартнă. Гражданинăн тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртнĕ (3923 - 3910 ç 13). Çавăнпа ăна социаллă тÿлев парассине пăрахăçланă.
2 тĕслĕх. Тăрантарса пурăнакана çухатнă çыннăн кăçалхи апрель уйăхĕчченхи пенсийĕ 3005 тенкĕ пулнă. Вăл социаллă пулăшу мерисемпе усă курман, хушма тÿлевĕн виçи 905 тенкĕпе танлашнă. Уйăхри пенси сумми - 3919 (3005 + 905) тенкĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсие 6,3% индексацилесе 3195 тенке çитернĕ (190 тенкĕ ÿстернĕ) май социаллă тÿлев çавăн чухлех (190 тенкĕ) чакнă, пĕтĕмĕшле сумма улшăнман - 3910 тенкĕ юлнă. Çапла вара пенсионерсен пурнăç шайĕ ÿссех пырать.