09 апреля 2010 г.
Районсемпе хуласенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсене реформăлас ĕç пырать. Хуласенче каяшсем валли тĕрлĕ контейнерсем лартма палăртаççĕ. Сăмахран, пластик япаласем валли пĕр контейнер уйăрса лартма палăртаççĕ, теприне - картон е ытти тĕрлĕ хут, виççĕмĕшне кантăк кĕленчесем валли тата ытти те. Поселокра вара контейнерсене кун пек майпа вырнаçтарман. Контейнерсене пластикрен, кантăкран тата ытти материалтан тунă кĕленче-савăтсене, апат-çимĕç продукчĕсене тата ытти каяшсене тухса пăрахаççĕ. Поселокри кашни урамрах каяшсем валли контейнерсем вырнаçтарнă. Вĕсем валли ятарласа вырăн хатĕрленĕ. Тĕрлĕ каяшсемпе тулнă контейнерсене эпир вăхăтра тиесе полигона ăсататпăр. Хальхи вăхăтра поселока тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатассипе 5 рабочи тăрăшса вăй хурать. Пурĕ 4 техника единици ĕçлет. Çитес вăхăтра полигонра тĕрлĕ ăпăр-тапăра суйлама тепĕр 4 рабочи ĕçе илес тетпĕр. Çÿп-çап контейнерĕсемпе усă курнăшăн хваттер хуçисен уйăхне пĕр çыншăн 15 тенкĕ те 91 пус тÿлемелле.
Тĕрлĕ каяшсене тасатнипе пĕрлех поселокра пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе те ĕçлетпĕр. Пĕр кубла метр шывпа усă курнăшăн 13 тенкĕ те 2 пус, кил-çурта, хваттере шыв кĕрсе тухать пулсан пĕр çыншăн уйăхне 94 тенкĕ те 52 пус тÿлемелле. Енчен те шыв кăна киле кĕрет пулсан, пĕр çыншăн уйăхне 35 тенкĕ те 12 пус тÿлемелле пулать. Тĕрлĕ йышши каяшсене пуçтарса пыратпăр-ха, анчах та хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлеменни те пысăк чăрмав кÿрет. Çак парăм 725 пин тенке çитнĕ. Малашлăхра парăмçăсем те пирĕн ĕçе ăнланса, парăмсене вăхăтра тÿлесе пырасса шанас килет.
Коммуналлă хуçалăхăн ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Пирĕн йăлари каяшсен калăпăшĕ ытла та пысăк, вĕсене тирпейлес енĕпе пурин те çине тăрса ĕçлемелле.