06 апреля 2010 г.
Пĕлтĕрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатран Кĕлкеш ялĕнче пурăннă Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ Ананий Максимович Максимов вилнĕ пирки вуласа пĕлтĕм. Çак маттур та пултаруллă çынпа çыхăннă аса илÿсем пуçа килчĕç. Анчах тÿрех вĕсене хут çине куçараймарăм. Вăхăчĕ иртрĕ пулин те, вăл виличчен маларах унпа пулса иртнĕ тĕл пулу çинчен çырса кăтартас терĕм.
Эпĕ ĕçрен килелле çул тытнăччĕ. Кĕлкешĕн аялти ферми патĕнчен иртсе пыратăп. Ананий Максимович, пенсие тухнă пулсан та, алла пуртă тытнă та фермăран тухса килелле каять, манран пĕр 10 метрта тепĕр çулпа, сукмакпа утать. Тем, алă сулчĕ, килме ыйтрĕ хăй патне. «Калаçмаллисем пур ĕнтĕ ĕçченĕн», - терĕм те ун патнелле çул тытрăм. Сывлăх суннă хыççăн калаçу пуçланчĕ. «Айта-ха, фермăри ĕçе кăтартам», - терĕ. Пĕр пÿлĕмре флягăсене çунă хыççăн хумалли стеллажсем тунă вĕсем иккĕн. Пĕри - пăхма кăмăллă, тепри вара тин мăлатук тытнă çын çапкаланă евĕр. «Пăх-ха, эпĕ тунă çакна, куна - тепĕр платникĕ», - тет. «Тусăм, ман пек кăшт чалăш, флягăсенчен çунă хыççăн шыв веçех юхса антăр, типĕ пултăр тесе ту-ха терĕм, - каласа парать ăста. - Çук, хăйне евĕрлĕ турĕ. Чун пусарăнать çавсем ĕçленипе, килти пек ĕçлемелле вĕт ăна пур çĕрте те».
Чылай калаçрăмăр унпа урамра. Пĕр тĕл пулнă чух сÿтсе яврăмăр ĕçсем çинчен, политика çинчен те, шкулти пурнăçран та пулчĕ унта. Хĕрÿ чĕреллĕ çын, типтерлĕхшĕн тăрăшакан, ачасене те лайăх вĕренме ыйтакан, пултаруллă та хастарскер «автансăр» яла кайнине хаçатран пĕлтĕм. Ирĕксĕрех аса илетĕп унăн сăввисене, юрланисене, вăрçă çулĕсем çинчен класра шкул ачисене каласа панисене, палăк умĕнче тухса калаçнисене, ăс панисене, ĕçленине, сĕннине. Çапла хăй çинчен ырăпа аса илмелли нумай хăварчĕ Ананий Максимович.