АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ вăрçă йĕрĕпе

06 апреля 2010 г.

Пулни-иртни асран тухмасть. Сĕмсĕр нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кĕçех 65 çул çитет. Хурлăх пĕлĕчĕ пĕтĕм таврана хупăрланă пулин те, пирĕн халăх парăнман.

Пысăках мар Атайкасси ялĕн кун-çулĕ вăрçăн хăрушă тапхăрĕнче тертлĕ те асаплă пулнă. Паттăр ентешсем тăван çĕршывăн аслă вăрçин хирĕнче çапăçури мухтав çулĕпе утнă, тылра хастарлăх кăтартса мĕн-пур вăйран тăрăшнă.

Эпир, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулăн Çар Мухтавĕ музейĕ çумĕнчи «Азимут» шырав ушкăнĕн йĕрлевçисем, вăрçă чухнехи истори пулăмĕсене шыраса тупса çырса кăтартма палăртрăмăр. Тăван ялăн вăрçă паттăрĕсене тата ырми-канми тăрăшса фронта пулăшнă тыл ĕçченĕсене пирĕн пĕлме тивĕç.

Темиçе кунтанах хаяр вăрçа фашистсене хирĕç çапăçма Атайкасси ялĕнчен 61 çын тухса кайнă, вĕсенчен 19-шĕ пуçне хунă. Яла пырса кĕнĕ вырăнта вĕсене ырă ятпа асăнса палăк лартнă. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă паттăрсене уйрăм палăртса хăвармалла. Акă Хрисан Егорович Егоров (1925-1983) вăрçă хирĕнче пысăк калибрлă пулеметран нимĕçсен разведкăри самолетне (самолет-разведчикне) персе антарнă, летчикне тыткăна илнĕ. Çакăн пек паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Кайран, вăрçăран таврăнсан, 1946 çулта Х.Егоров Ольга Михайловна Егорована качча илнĕ. Вĕсем 5 ывăл (пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ) тата пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ.

Вăрçăри хăюлăхшăн Андроник Егорович Егоров (1914-1980), Николай Иванович Иванов (1919-1978) Мухтав орденĕ, Георгий Яковлевич Яковлев (1914ç.) Аслă Отечественнăй вăрçăн I-мĕш степеньлĕ орденĕ илме тивĕç пулнă.

Вăрçă çулĕсем тылри халăхшăн та çăмăл пулман. «Сталь» колхоз ĕçченĕсен сухаламалла, акмалла, тыр-пула пухса кĕртмелле пулнă. Фронта лашасене ăсатнă, тыр-пул, пахча çимĕç леçнĕ. Тыл ĕçченĕсем çĕнтерĕве çывхартма алсиш-нуски çыхнă, тăхăнмалли ăшă япаласем пуçтарнă. Вĕсем выçăллă-тутăллă пулсан та, фронта мĕнпе май килнĕ - çавăнпа пулăшнă.

Вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн Григорий Яковлевич Яковлев, Василий Андреевич Васильев, Семен Евдокимович Евдокимов, Егор Яковлевич Яковлев, Василий Евдокимович Бойков колхоз председателĕсем пулса ĕçленĕ. Халĕ ялта Иульяна Евдокимовна Евдокимова (1916 ç.), Анна Костантиновна Евдокимова (1919 ç.), Елена Андреевна Дмитриева (1922 ç.), Роза Егоровна Васильева (1924 ç.), Геннадий Семенович Семенов (1926 ç.), Дарья Ивановна Семенова (1926 ç.) вăрçă çулĕсенче канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ тылри ветерансем пурăнаççĕ.

Вĕсене çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕпе саламлас, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тĕлĕнмелле пысăк вăй хурса фронта пулăшнăшăн тав тăвас килет.

Вăхăт самаях иртнĕ пулин те, вăрçăн йывăр çулĕсем халăх асĕнчен тухас çук.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика