АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра ырăпа юлнă

06 апреля 2010 г.

Асра ырăпа юлнă

Георгий Викторович Викторов... 1917 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнăскер, вăл хăйĕн кĕске пурнăçĕнче çынсем патне ыррине кăна илсе çитернĕ. 1925-1931 çулсенче тăван ялĕнчи çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ, 13 çулччен 9 çынран тăракан çемьере çитĕннĕ. 1931-1934 çулсенче Улатăрти педагогика техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, ун хыççăн 4 çул хушши учитель пулса ĕçленĕ. Çамрăкла пĕлÿ тĕнчине туртăннăскере 1938 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен патшалăх институчĕн географи факультечĕ илĕртнĕ. Ăна 1940 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 1940-1942 çулсенче Георгий Викторович Арапуç шкулĕнче географи учителĕ пулса тăрăшнă. Асăннă çулхи мартăн 4-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Запасри 14-мĕш бригадăн стрелоксен 95-мĕш полкĕнче кĕçĕн командирсен курсне пĕтернĕ, артиллерин аслă сержанчĕ звание илнĕ, 45 миллиметрлă тупăсен полкĕн кĕçĕн офицерĕ пулса тăнă. 1943 çулхи май уйăхĕнче командовани ăна Смоленскри минометчиксемпе пулеметчиксен училищине вĕренме ярать, йывăр чире пула Георгий Викторовича 1943 çулхи июньте чаçрен демобилизацилеççĕ. 1943-1945 çулсенче Вăрмарти вăтам шкулта географи тата çар ĕçĕн телеграф енĕпе вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 1944 çулхи çулла çак енĕпе Атăлçи çар округĕнче курссене пĕтернĕ. 1945-1946 вĕренÿ çулĕнче ăна Шăхальти вăтам шкула директор заместителĕ тата географи учителĕ пулма куçараççĕ. 1946-1947 вĕренÿ çулĕнче вăл Кивĕ Вăрмар шкулĕнче ĕçлеме пуçлать. Пĕлĕвне те ÿстерсех пынă. 1947 çулхи сентябрьтен пуçласа 1948 çулхи июль уйăхĕччен Хусан патшалăх институчĕн географи факультетĕнче 4-мĕш курсĕнче вĕреннĕ. 1948 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 13-мĕшĕччен Вăрмарти вăтам шкулта географипе астрономи учителĕ пулса ĕçлет. Ун хыççăн 1949 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчен районти халăха вĕрентес ĕç пайне ертсе пырать. Çакăн хыççăн унăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван Кивĕ Вăрмар шкулĕпе çыхăнать, директор пулса 19 çул хушши тăрăшать. Мăшăрĕпе, Мария Павловнапа, 6 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел, питех те шел, 58 çултах вăл çак пурнăçран уйрăлнă. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн ăна «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» хисеплĕ ят панă, РСФСР Çут ĕç министерствин Грамотипе наградăланă. Унсăр пуçне «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 20 çул тултарни» медальсем илме тивĕç пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика