06 апреля 2010 г.
Раççейре 1911 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче туберкулез чирĕпе кĕрешмелли куна - «Шурă салтак тÿми» кунне - паллă тума пуçланă.
Çак куна паллă тăвасси нимĕç ăсчахĕ Роберт Кох 1882 çулхи март уйăхĕн 24-мĕшĕнче туберкулез чирне пуçарса яракан микробсене пĕрремĕш хут микроскоп айĕнче курнипе çыхăннă. Туберкулез чирĕ планета çинче çав тери анлăн сарăлнине пула 1993 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци (ВОЗ) март уйăхĕн 24-мĕш кунне Пĕтĕм тĕнчери туберкулеза хирĕç кĕрешмелли кун тесе йышăннă, çак кунăн символĕ - «Шурă салтак тÿми». Туберкулез çĕр çинче çав тери анлăн сарăлнă. Паянхи куна планета çинчи халăхран 1Ÿ3 пайне туберкулез чирĕ ернĕ, кашни 4 çеккунтра 1 çынна туберкулез ерет. Кашни 10 çеккунтра 1 çын туберкулез чирĕнчен вилет. Туберкулез вăрăма тăсăлакан тата ерекен чир. Çак чир ересси чылай чухне çынран - унăн пурнăçĕнчен килет. Туберкулез чирне бактерисем пуçарса яраççĕ. Çак чирпе çĕр çинче 50 тĕрлĕ чĕр-чунпа 80 тĕрлĕ кайăк чирлеççĕ. Анчах та çынсене икĕ тĕрлĕ туберкулез микробĕ кăна ерет. Çавăнпа та çынсем этем туберкулезĕпе тата ĕне-выльăх туберкулезĕпе кăна чирлеççĕ. Туберкулез чирне пуçарса яракан бактерисем çав тери чăтăмлă тумтир çинче 4 уйăх, тĕттĕм те нÿрлĕ пÿлĕмре 6-10 уйăх, тăпрара 10-12 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Анчах та хĕвел çинче туберкулез микробĕсем 1 сехет хушшинче, вĕрекен шывра 5 минут хушшинче вилеççĕ. Туберкулез сывă çынна 95: чирлĕ çынран, 5: чирлĕ ĕне какай, сĕчĕ - çăвĕ çинипе ерет. Чирлĕ çын калаçнă, ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне хăйĕн ăшĕнчен сывлăшĕпе е сурчăкĕпе туберкулез микробĕсем кăларать. Çак микробсене сывă çын çийĕнчех сывласа илме те пултарать е микробсем çĕре ÿксе тусан пĕрчи çумне çыпăçса лараççĕ. Çак тусан пĕрчисем вырăнтан хускалсан та сывă çын вĕсене сывласа илме пултарать. Анчах та кашни сывласа илнĕ микроб чир пуçармасть. Туберкулез чирĕпе чирлесси çынран тата ун пурнăçĕнчен килет терĕмĕр. Çак чир организмăн чире хирĕç кĕрешекен вăйĕ (иммунитет) япăх чухне лекет. Иммунитета вăйсăрлатакан пулăмсем шутне пирус туртни, эрех ĕçни, тăраниччен тата тутлăхлă çименни, стрессем, наркотиксемпе айкашни, организмра вăраха кайнă чир (сахăр диабечĕ, хырăмлăх е вуник пумăклă пыршă язви тата ытти те) пурри кĕрет. Çавăнпа пулĕ ĕнтĕ туберкулез чирĕпе мĕн ĕлĕкрен япăх пурăнакансем, чухăнсем пирус туртакансем, эрех ĕçекенсем чирленĕ. Туберкулезпа чирлисен хушшинче 80: - арçынсем. Туберкулез чирĕ лексен - çыннăн сăлтавсăрах вăй чакать, каçхине ÿт температури 37,50C таран ÿсме пултарать, апат начар анать. Ÿт виçи чакать, ÿслĕк пуçланать, çĕрле тарлаттарать, кăкăр чиксе ыратма пултарать. Туберкулез микробĕсем ытларах чухне ÿпкере аталанаççĕ (90-92:). Этем ÿпке туберкулезĕпе анчах мар, ытти органсен туберкулезĕпе те чирлеме пултарать. Çитĕннисене туберкулез флюорографи тусан тупаççĕ. Ачасене Манту реакцийĕ лартса пĕлеççĕ. Енчен те флюорографи туса ÿпкере кăлтăксем тупсан, пĕр тăхтаса тăмасăр врач патне кайса тĕплĕнрех тĕрĕсленмелле. Çак чире эмелсем ĕçсен кăна сыватма пулать. Çакна та ас тумалла: туберкулез чирне мĕн чухлĕ маларах тупса палăртаççĕ, çавăн чухлĕ хăвăртрах сывалма май пур.