06 апреля 2010 г.
«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи районта чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Кунта хăйне евĕр тирпейлĕхпе мăнаçлăх хуçаланать тесен пĕрре те йăнăшмастăп, мĕншĕн тесен фабрика ĕçченĕсем ĕçченлĕхĕпе те, калаçăвĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăнăн туйăнаççĕ. Çапла пулмасăр, вĕсен çитĕнĕвĕсем те кашни çулах хушăнса та хушăнса пыраççĕ, мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Ял хуçалăхĕнче-и, социаллă сферăра-и - кирек хăш отрасле илсен те вĕсем - малтисем. Паянхи кăткăс лару-тăрура та аталану çул-йĕрне тупма пултараççĕ. Пуçаруллă, хастар çынсем çинчен калаçу пуçарма та кăмăллă.
Иртнĕ кунсенче кăна-ха фабрикăра виçĕ çул хушшинче тунă çитĕнÿсене коллективпа сÿтсе яврĕç, çавăн пекех тепĕр виçĕ çул валли малашлăх плансем палăртрĕç. Çитĕнÿсене палăртас тесен чи малтанах цифрăсене пăхса тухаççĕ, хальхинче те çаплах пулчĕ. Кунта ял хуçалăх культурисене çитĕнтерекен çĕр лаптăкĕ 2007 çулта 2454 гектар, 2008 - 2727, 2009 çулта вара - 3035 гектар. Çак лаптăксем çинче тĕш-тырă туса илесси те çулсеренх хушăнса пынă, 2007 çулта - 3901 тонна, 2008 - 4672, 2009 çулта 5960 тонна. Кашни гектартан вăтамран 30 - 32,1 центнер туса илме пултарнă. Çавăн пекех кашни çул кайăк-кĕшĕк пуçĕсене те вĕсем ÿстерсех пыни палăрать. Акă, тĕслĕхрен, 2007 çулта 95,2 пин пуç чăх-чĕп, хурсем -10,0, кăркка - 5,2 пин пуç, 2008, 2009 çулсенче те ку цифрăсем пĕрин хыççăн тепри пысăкрах: чăх-чĕпсем 96,5, 98,6 пин пуç, хурсем - 7,5, 9,4 пин, кăрккасем - 4,1, 5,8 пин пуç. Çапла вара кайăк-кĕшĕк пуçĕ ÿссе пыни вĕсенчен еплерех тупăш илни цифрăсене илсе кăтартмасăрах паллă. Сутнă продукцин тупăшĕ те çулсерен лайăх еннелле улшăнса пынă - 2007 çулта 51717 пин тенкĕ пулнă пулсан, 2009 çулта - 55921 пин тенкĕлĕх. Таса тупăшĕ вара 835 пин тенкĕрен пуçласа 3494 пин тенке çитнĕ. Кама савăнтармĕç-ха ĕнтĕ çак цифрăсем. Укçи-тенки фабрика кассинче çулсерен ÿссе пырсан, кунта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи те палăрмаллах ÿснĕ: 5064 тенкĕрен 7623 тенке çитнĕ (кăтартусене виçĕ çулпа танлаштарса илнĕ). Çак цифрăсене фабрика директорĕ Н.Петров хăйĕн докладĕнче палăртрĕ. Вăл каланинчен хуçалăх кунсерен çитĕнÿсем туни палăрчĕ. Ĕçлекен халăха та кирлĕ пек хавхалантараççĕ, палăртнă плансене пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсен паха опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Кам та пулин туса парасса кĕтсе лармаççĕ, яланах çĕннине шыраççĕ.
Халăх пуçтарăннине кура фабрикăри профсоюз членĕсем отчетпа суйлав пухăвне те ирттерчĕç. Ку таранччен тунă ĕçсемпе паллашрĕç, çитменлĕхсене те палăртмасăр хăвармарĕç. Профсоюз комитечĕн председательне пурте пĕр сасăллă пулса малтан ĕçленĕ Г.Петровах суйларĕç. Пуху пуçланиччен О.Ефимов строителе çуралнă кун ячĕпе - 50 çулхи юбилейпе - ăшшăн саламласа район тата фабрика администрацийĕсен Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене пачĕç. Пухăва район пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров тата АПК работникĕсен районти профсоюз комитечĕн председателĕ Н.Васильев хутшăнчĕç. «Пуçаруллă пуçлăх ертсе пыракан хуçалăх экономика аталанăвне тивĕçлĕ шайра тытса пырать, ÿсĕмлĕ ĕçлет», - терĕ Леонид Иванович пухура тухса калаçнă май. Ку чăнахах та çапла. Фабрика ĕçченĕсем самана таппипе тан утса пыраççĕ, кун-çул уттинчен юлмаççĕ.