АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси пирки - тÿлевсĕр телефонпа

06 апреля 2010 г.

Раççей Пенси фондĕнче колл-центр уçăлнă, вăл пенси тата социаллă ыйтусемпе ĕçлĕ. Унăн телефон номерĕпе (8-800-505-5555) талăкĕпех шăнкăравласа хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене татса пама май пур. Колл-центр операторĕсем ĕçпе тивĕçтерекенсене те консультаци парĕç.

Чăваш Енре Патшалăхăн Пенсие софинанслакан программине 59 пин çын хутшăннă. 2009 çулта вĕсем хăйсен пулас пенси счечĕ çине 30,7 миллион хушма укçа куçарнă. 2010 çулта - 3,8 миллион тенкĕ.

Программăна хутшăнакансем ытларах 40-60 çултисем (52 процент). Çав шутра чи асли - 95-ре, кĕçĕнни 3,6 çулта. Хĕрарăмсем - 65 процент, хулара пурăнакансем 63 процент. Нумайăшĕ хушма тÿлеве банксем урлă тÿлет, ĕçлекен вырăнти бухгалтери урлă куçаракансем те самай.

Аса илтеретпĕр, патшалăх софинансне илмелли программăна хутшăнаканăн çулталăкра пулас пенсин фондне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран тÿлемелле. Патшалăх çакăн чухлех хушса парать. Тÿлеве уйăхсерен пĕр хут ĕçлекен вырăнти бухгалтери, çавăн пекех кирек мĕнле банк урлă куçарма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика