06 апреля 2010 г.
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов урăх ĕçе куçнă май, Н.Федоров Президент унăн отставкине йышăннă. Çавăн пекех республика пуçлăхĕ Чăваш Ен Министрсен Кабинетне отставкăна ярасси çинчен пĕлтерекен Указа алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрне Н.Суслонована шаннă.
Премьер отставкăна кайни çинчен пĕлтернĕ май, Н.Федоров Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.Путин алă пуснă Хушупа килĕшÿллĕн С.Гапликова вице-премьерăн - Раççей Правительствин аппарачĕн ертÿçин С.Собянинăн пĕрремĕш çумне уйăрса лартнине палăртнă, вăл социаллă пурнăçпа экономика блокĕн департаменчĕсен ĕçне йĕркелесе пырĕ.
Н.Федоров Президент Хушăвĕпе С.Гапликова Тав тунă. Документра палăртнă тăрăх - «Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн».