02 апреля 2010 г.
Пурнăç тени пĕр вырăнта тапăртатса тăмасть çав. Унăн кустăрми шав малалла ыткăнать, çулĕ тумхахлă пулсан та. Лашине те ав урапа хыçĕнчен чуптараймăн. Йĕрки çапла. Пирĕн аслă ăрусен йăли-йĕркине манма юрамасть. Киввине пăрахăçласа çĕнни шутласа кăларни те килĕшÿллех мар. Йăла-йĕрке тăрăх ĕнтĕ.
Сăмахăм çакăн çинчен пырать. Хальхи çамрăксем ытларах эрех-сăра еннелле сулăннă тата ĕçлемесĕрех ямăт укçа тупасшăн. Ватăсене хисеплес, пулăшас тĕллев пачах та çук темелле. Чун-чĕрисем вĕсен хытса, чулланса пыраççĕ. Пĕтĕмпех ют çĕршыв сĕмĕ карса илчĕ вĕт. Çынна хĕнени, вĕлерни, тапăнасси, мăшкăллани яланах сенкер экрансем çинче. Çав пирĕн воспитани. Этем чунĕ чирлĕ, хурт кăшлать. Çăлăнăç - Турă саккунĕсене пăхăнса тĕрĕс çул çине тăма вĕренесси. Библи нихăçан та усала вĕрентмест. Куратпăр ĕнтĕ: хальхи тапхăрта чылай ялсемпе хуласенче часавайсемпе храмсем, чиркÿсем уçăлаççĕ. Çынсен хытса çитмен чунĕсене çемçетмелли эмел теме пулать. «Çынна усал ан ту», «Чулпа перекене çăкăрпа пер» тенисен тĕшшинче епле пархатарлă сăмахсем тата. Вĕренÿ, культура системинче те тĕн йăлисене пăхăнассине аталантарма тытăнчĕç. Çапла пулмалла та. Ламран-лама, ăруран-ăрăва куçса пыракан ырă енсене кăларса пăрахма юрамасть пирĕн, лайăххине çамрăксене вĕрентмелле, усалпа ырăна пĕр-пĕринчен уйăрмаллине те чухлаччăр. Вăтакас ялĕ мĕн ĕлĕкрен чиркÿллĕ ял пулнă. Кивĕ вырăнтан çĕннине куçсан та чун çăлăнăçне пĕрлех илсе пынă. Истори çакна çирĕплетсе парать те документсенче. Таврари чылай ялсенчен пухăннă кунта: чунсене тасатнă, ырă йăла-йĕркесене çирĕп пăхăнма ăнтăлнă. Ача-пăча вара кунтан татăлма пĕлмен. Ашшĕ-амăшĕсен, Таса Турă пиллĕхне ăша хывса тĕрĕс пурăнма вĕреннĕ. Халĕ çав çурт кивелсе çитрĕ, çĕннине тума тахат çитеймест-ха. Укçа-тенки енчен те хĕсĕкрех. Вырăнти халăха спонсорсен пулăшăвĕ питĕ кирлĕ кунта. Юсамалли, тумалли, майламалли ĕçсем темĕн чухлех. Халĕ кунта чиркÿ уявĕсенче Куславкка районĕнчи Куснар ялĕн чиркÿ пачăшки Иван атте килсе кĕлĕсем вулать. Ятарласа счет та уçасшăн-ха Вăтакассем. Çакна вĕсем Вознесени уявĕ тĕлне туса хатĕрлесшĕн. Ĕмĕтленни, ырă шухăшсем пурнăçа кĕрсе пыччăрах теççĕ чун тасалăхне тĕпе хуракансем. Çак çурта çĕклес ĕçре Иван аттене ял старости Ю.Зарев тата Р.Петрова бухгалтер пулăшса пыраççĕ. Укçи-тенки сахалрах пулсан та кунта çÿрекенсен йышĕ ÿссе пыни куç кĕрет.
Инçе çула тухмасăр вырăнта чиркÿ пурри мĕнрен япăх: çул укçи те перекетленет, вăхăчĕ те. Турри пулăшсан, хамăр тăрăшсан, ăс-тăна уçăлтарсан малашлăх çути таса та илемлĕ пуласса шанма май пур. Çапла пултăр та.