02 апреля 2010 г.
Райпо çывăхри ялсемсĕр пуçне аякри ялсене те таварпа вăхăтра тивĕçтерессипе тимлет. Çавна май Пăртас ялне те темиçе çул райпон Чулкасри, Кивĕ Мăнтăрти лавккара вăй хуракансем тĕрлĕ йышши тавар турттараççĕ. П.Илларионова, Э.Павлова заведующисем тата ытти сутуçăсем мĕн кирлине пĕтĕмпех вăхăтра çитерсе параççĕ. Вырăнти ял халăхĕ те вĕсемпе кăмăллă.Кашни эрнерех райпо ĕçченĕсем Пăртасра пурăнакансем валли тавар илсе килеççĕ.
«Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр ялсенчи лавккасене тытса тăма тăкаклă, райцентрти пысăк лавккасене тĕрлĕ енлĕ аталантарса ĕçлеттерсе пынипе çеç çав тăкака саплаштаратпăр. Тепĕр çĕрте унашкаллисене хупса лартаççĕ. Эпир вара апла тăвас теместпĕр, паянхи ялăн социаллă пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе пĕтĕм вăя хурса ĕçлетпĕр. Инçетри ялсенче те тавара райцентрти лавккасенчи хакпах сутатпăр», - тет райпо канашĕн председателĕ К.Никитин аякри ялсем пирки сăмах пуçарнă май.
Райпо ĕçченĕсемшĕн паянхи ялăн социаллă пурнăçне лайăхлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Çакна вĕсем тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çÿллĕ сăмахсем калар та мар, анчах райпо сутуçисем Пăртас ялне килсе çÿрени те çакăн çинчен калать.