АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ахрăмĕ асран каймасть

02 апреля 2010 г.

Вăрçă ахрăмĕ асран каймасть

Пирĕн районти ытти ялсенчи пекех Пăртас ялĕнчен те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ вăрçă хирĕсенче ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă. Пăртас ялĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пурĕ 17 çамрăк тухса кайнă. Вĕсенчен чылайăшĕ каялла таврăнайман. Нина Ефимовна Никифорова та çамрăклах вăрçă нуши-тертне сахал мар курнă. Вăл 1922 çулта çак ялта çуралнă. Ачалăхĕ те, çамрăклăх та çак ялтах иртнĕ. Хаяр вăрçă çулĕсене те тÿсме тивнĕ унăн. Нимĕç фашисчĕсене аркатассишĕн вăй-халне шеллемен.

Вăрçăран таврăнсан мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. «Динамо» совхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех дояркăра вăй хунă. Мăшăрĕ, Константин Ефимович Пашков та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл та паттăрла ĕçсем чылай тунă. Вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн медальсене тивĕçнĕ. Мирлĕ пурнăçа кÿлĕнсен пĕр вăхăт «Динамо» совхозра конюх пулса тăрăшнă, унтан Пăртасри туберкулеза хирĕç кĕрешекен больницăра вăй хунă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе пĕрлех тыл ĕçченĕсем те пысăк паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем çак ялтан 3 пулнă. Вĕсенчен пĕри - Александр Викторович Шигильдеев. Вăл 1929 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче çак ялтах çуралнă.

Ачаранах ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ. Çамрăклăхне вăл столяр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Каярахпа туберкулеза хирĕç кĕрешекен больницăра вăй хунă. Мăшăрĕ, Вера Константиновна Шигильдеева та, çак больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.«Вăрçă çулĕсене аса илсен куçран куççуль тухать. Йывăр пулнă пире, çамрăксене. Аслисемпе пĕр танах çĕр ĕçĕсене пурнăçланă. Анчах епле пулсан та чăтнă, тÿснĕ», - тет Александр Викторович иртнине аса илнĕ май. Вĕсем 3 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Канмалли кунсенче ачисемпе мăнукĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем. Хăйсен тĕпренчĕкĕсем килнишĕн чунтан хĕпĕртеççĕ, савăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика