02 апреля 2010 г.
Ялти чи çамрăк çемье Васильевсен çемйи шутланать. Пăртасра хальлĕхе çамрăксем урăх çукрах темелле. Пĕр вăхăт Шупашкарта пурăннă хыççăн вĕсем тăван ялах килсе тĕпленме шутланă. Хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çавăрнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Икĕ ача çитĕнет Васильевсен. Хăйсен çĕрĕ çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Кил хуçи, Александр Петрович ăста алăллă специалист. Вăл сварщик, плотник ĕçĕсене алла илнĕ. Йывăçран, тимĕртен тĕрлĕ эрешсем тăвать. Çуртне тулаш енчен вĕсемпе капăрлатнă. Эпĕ вĕсем патĕнче пулнă чух Александр Петрович тимĕртен хапха ăсталама тытăннăччĕ, сварка ĕçĕсене пурнăçлатчĕ. Мăшăрĕ Татьяна Николаевна та, алă усса лармасть, кил-тĕрĕшре ĕçсем чылай унăн. Илемлĕ чечексем те нумай вĕсен. Çынсемпе яланах ăшă кăмăллă, сăпайлă, тараватлă Васильевсем. Ялти ватăсем те вĕсен çемйи çинчен ырăпа кăна калаççĕ. Çамрăк çемье аслă ăрурисене яланах пулăшма хатĕр. Пĕрисене вутă çурса параççĕ, теприсем валли шыв кÿреççĕ. Çапла пĕр-пĕринпе çирĕп туслăхра пурăнаççĕ çамрăксемпе аслă ăрурисем. Чунтанах кăмăллаççĕ вĕсем тăван тăрăха. Ялта çамрăк çемьесем пулсан тата та лайăхрахчĕ пĕрле ĕçлеме, канма, теççĕ.