02 апреля 2010 г.
Христианствăн чи пысăк уявне - Мăнкуна пĕтĕм православи халăхĕ çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илет. Вĕсемпе пĕрлех çак паллă уява Вăрмар райповĕ те тĕрлĕ тутлăхлă апат - çимĕç хатĕрлет.
«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра тăрăшса вăй хуракан производство начальникĕ А.Яковлева, Л.Петрова, Н.Терентьева, Н.Иванова рабочисем Мăнкун уявĕ валли куличсем хатĕрлеççĕ. Тутлăлантарса пĕçернĕ шурă çăкăра паха йышши çăнăхран хатĕрлеççĕ. Унта иçĕм, çăмарта, сахăр песукĕ, маргарин ярса тутлăлантараççĕ. Мăнкун уявне валли хастар та пултаруллă ĕçченсем 500 кулич хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Акă нумаях пулмасть вĕсене çветит тума Таса Троица тата Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир Байгушев «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăна çитрĕ. Вăл кунта ĕçлекенсемпе кĕлĕ ирттерчĕ, пĕçерсе кăларнă куличсене çветит турĕ. Çавăн пекех Владимир атте кулич пĕçермелли çăнăха тата ытти апат - çимĕçе Турă шывĕпе сапса тухрĕ. Пĕтĕм православи халăхне çывхарса пыракан пысăк уявпа - Мăнкунпа - саламларĕ, çирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕ.
Çветит тунă куличсене райпо лавккисенче сутма тытăннă та ĕнтĕ. «Чиркÿпе тачă çыхăнура пулни тĕн ĕненĕвне халăх хушшинче сарма, вырăнти халăх хамăр продукцине туяннипе пĕрлех çыннăн ăс-хакăл культурине пуянлатма, çăкăр туса кăларакансен ĕçне хаклама пулăшать», - терĕ райпо канашĕн председателĕ К.Никитин.