АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри чи лайăх культура ĕçченĕ

02 апреля 2010 г.

Виççĕмĕш çул ĕнтĕ музейсемпе библиотекăсен, театрсемпе клубсен, художество пултарулăхĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне - Культура ĕçченĕсен кунне - паллă тăваççĕ.

Çакăн пирки 2007 çулхи августăн 27-мĕшĕнче В.Путин указ кăларнăччĕ. Пирĕн çĕршывра Культура ĕçченĕсен кунне палăртма йышăнни - ку профессие хисеплени, тивĕçлĕ хак пани. Çак уява халалласа районти Культурăпа кану центрĕнче - «Çулталăкри чи лайăх культура ĕçченĕ» шоу-конкурс иртрĕ. Мероприятие уяв сĕмĕ кĕртсе район пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколов культура сферинче тăрăшакансене ĕçе парăннăшăн, профессионализмшăн, пултарулăхшăн тата çынсене савăнăç кÿрес ăсталăхшăн тав туса Хисеп грамотипе тата Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Конкурса районти культурăн тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекен 8 конкурсант хутшăнчĕ: Н.Разумова (Шăхальти ял библиотека заведующийĕ), Э.Михайлова («Хĕрлĕ ялав» хаçат корреспонденчĕ), Н.Федорова (Шăхальти клуб заведующийĕ), Н.Васильева (Арапуçĕнчи ял библиотекин заведующийĕ), Т.Петрова (районти тĕп библиотека методисчĕ), Е.Краснова (Вăрмарти искусство шкулĕн преподавателĕ), К.Яковлев (Вăрмарти Культурăпа кану центрĕн сасă операторĕ), М.Галкина (Энтриялĕнчи культура çурчĕн директорĕ).

Шоуна хутшăнакан культура ĕçченĕсем «Эпĕ тата манăн професси ÿсĕмĕсем», «Ăслăскерсем», «Манăн пултарулăх», «Тутлă аккорд», «Çитрĕ çуркунне» тата ытти тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхне пур енлĕн уçса пама тăрăшрĕç. Культура ĕçченĕ ята чăннипех те тивĕçлине çирĕплетрĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколов, жюри председателĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ, конкурсантсемпе пĕрле вĕсен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă юлни çинчен каларĕ.

Пĕрремĕш вырăна Арапуçĕнчи ял библиотекин заведующийĕ Н.Васильева тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Энтриялĕнчи культура çурчĕн директорĕ М.Галкина тухрĕ. Вăрмарти Культурăпа кану центрĕн сасă операторĕ К.Яковлев виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Конкурса хутшăннă кашни культура ĕçченĕ тĕрлĕ номинацире палăрчĕ, лауреат ятне тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика