02 апреля 2010 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ палăртнă тăрăх, çынна çут тĕнчерен уйăракан сăлтавсенчен пĕрремĕшĕ - табак туртни. Çĕр çинче кашни вунă çеккунтра туртакансенчен пĕрин пурнăçĕ татăлать. Раççейре, ытти çĕршыврипе танлаштарсан, сиенлĕ йăлапа туслашнисен йышĕ чи пысăкки. Çавна май çулталăкра 400 пине яхăн çын вилет. Туртакансем хăйсем кăна мар, вĕсемпе юнашаррисем те нушаланаççĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, ачасемпе çул çитмен çамрăксем пирус мăкăрлантарма тытăнни чăннипех пăшăрхантарать.
Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество организацийĕсен, сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешекенсен пĕрлĕхĕсене хутшăнакансем - 500 ытла çын - пухăнчĕ. Форума ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану, Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, Физкультурăпа спорт тата туризм, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствисем, «Чăвашрессовпроф», «Чăваш Ен» фонд пуçарнипе йĕркеленĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - халăха табак тĕтĕм-сĕрĕмĕнчен упрасси, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тата спорт организацийĕсенче, патшалăх тата муниципалитет влаçĕсен органĕсенче, общество вырăнĕсенче (кафесенче, ресторансенче, вокзалсенче) туртма тата киосксенче сигарет сутма чарасси.
«Чăваш Ен - табаксăр» II форума йĕркелекенсен шухăшĕпе, çивĕч ыйтăва администраци тата йĕркелÿ ресурсĕсемпе пуçаруллă усă курнипе туртма чарни пирки республика, район-хула тата кашни учреждени шайĕнче нормăпа право докуменчĕсем йышăнса вĕсене курăнмалла вырнаçтарнипе дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттармалли мерăсемпе тата хушусемпе сĕнÿсене епле пурнăçланине тĕрĕслеме ятарлă çынсене çирĕплетнипе татса пама май килĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, пурте усă куракан вырăнта туртма чарас енĕпе пурнăçлакан пуçаруллă ĕçе общественноçа, çамрăксене хутшăнтарни, шкул ачисен юмахне хаклани пĕлтерĕшлĕ. Республикăра çамрăксене пĕрлештерекен 170 сывлăх команди йĕркеленĕ.
Сывлăх командисене пирĕн районти кашни шкултах йĕркеленĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсенчен чи ăнăçлăрах тата пуçарулăх енчен палăрса тăракан сывлăх ушкăнĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта темиçе çул каяллах йĕркеленнĕ. Çавна май кашни çулах çак ушкăн районта, республикăра ирттерекен тĕрлĕ акцисене хастаррăн хутшăнать, малти вырăнсене тухать. Акă «Чăваш Ен - табаксăр» II форумĕнче те Т.Никифорова психолог ертсе пыракан волонтерсен ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Форума ЧР Президенчĕ Н.Федоров хутшăнчĕ. Залра ларакансен хушшинче шкул ачисемпе çул çитмен çамрăксем йышлă пулнă май Николай Васильевич вĕсене сиенлĕ йăлана сивлеме чĕнсе каларĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çын кăна пурнăçра ăнăçтарма пултарнине аса илтерчĕ. «Пирус мăкăрлантаракан нихăçан та пурнăçпа тан пыман, малашне те пыраймĕ. Ăслă халăх табак промышленноçне тăван çĕршывсенче тымарланма памасть. Хăйсен ĕçĕнче тивĕçлĕ вырăн тупнă маттурсем туртмаççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх шутланаççĕ» терĕ вăл.
Форумра табака хирĕçле коалици йĕркелерĕç, ăна Н.Федоров ертсе пырать.