АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăртас, сана эпир хавас

30 марта 2010 г.

Пăртас, сана эпир хавас

Историрен

Пăртас ялĕ пуçланса кайни çинчен калакан истори халапĕсем тупăнмарĕç, анчах та топонимика материалĕсенче Пăртасран тухса ларнă ытти ялсен историне йĕркелесе тупма май пур.

Пăртас ялне пуçласа яракан чăвашсем вун тăваттăмĕш ĕмĕр вĕçнелле Сĕвепе Атăл хутлăхĕнчен тухса килнĕ пулмалла. Хусан ханлăхĕ саманинчех Сĕве уесĕнче Буртасы тата Буртас Старый (Бурты) ятлă ялсем пулни паллă. С.Мельников пухса пичетленĕ вун çиччĕмĕш ĕмĕр вĕçĕнчи документсем Сĕве таврашĕнче Пăртас (Буртасы) ятлă ялсем нумай пулни çинчен калаççĕ. Акă çав документсенчен илнĕ тĕслĕхсем. 1692 çул: деревня Буртас в Свияжском уезде по Волге реке близ архирейской вотчины...

(Мельников, с. 107, 109, 113, 114-116, 121).

1684 ç. д. Буртасы Большие, Таган Тарлово тоже, да в деревне Старой Буртас... ( с. 170).

1693 ç.: Буртасы татарские... в Свияжском уезде на нагорной стороне. ( с.142).

Д. Русские Буртасы Свияж. у. ( с. 140-141, 170-179).

Çаксене шута илсе, Вăрмар районĕнчи Пăртас ялĕ Сĕве тăрăхĕнчен куçса ларнă теме май пур. Çак шухăша Пăртас ялĕ 1781 çулччен Сĕве уесĕнче тăни аван çирĕплетсе парать.

Пăртас ялĕнчен вун çиччĕмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнченех темиçе ял уйрăлса тухнă, вĕсем Пăртас тавралла вырнаçса ларнă, халĕ Вăрмар районне кĕреççĕ.

Чи малтанах Пăртасран Шăплат тата Ыхраçырма ялĕсем уйрăлса тухнă. Пурăна киле Ыхраçырма ялĕнчен Саруйпа Урнар ялĕсем хунаса кайнă. Çĕр валеçÿ Генеральнăй межевани материалĕсем тăрăх Пăртас ялĕнчен Ыхраçырма, Саруй, Урнар (Арнар), Курмурзин ( Кашмурзин) тата Еландаево ялĕсем уйрăлса тухнă. Юлашки икĕ ялĕ хальхи вăхăтра палăрмаççĕ.

Пăртас ялне вун улттăмĕш ĕмĕрте вырăссем килсе лараççĕ. Ку вырăссен ялĕ пулнă. Ăна Апехтин ( Опехтин) помещик тытса тăнă. Сăмах май каласан, паллă этнограф тата сăвăç Александра Фукс Опехтин улпутăн хĕрĕ пулнă.

Архив материалĕсенче Вăрмар районĕнчи Пăртас ял ячĕ пĕрремĕш хут 1764 çулта тĕл пулать. Ун чухне вăл Етĕрне уйĕсне кĕнĕ, ялта пĕтĕмпе 43 кил шутланнă, 80 арçын тата 117 хĕрарăм пурăннă. Вун çиччĕмĕш ĕмĕр варринче пысăк ял пулса тăнă.

Чиркĕвĕн ылтăн тăррисем

1878 çулта Пăртасра Çветтуй Турăн Таса Амăшĕн хÿтлĕхĕн (Покров) чиркĕвне вырăнти халăх пухнă укçа-тенкĕпе хăпартса лартнă. Кунта Ыхраçырма, Карăкçырма, Атайкасси, Шăплат, Саруй, Урнар, Пысăк Енккасси ялĕсенче пурăнакансем çÿренĕ. 1884 çулта чиркÿ çумĕнче прихут шкулне уçнă. Чиркÿрен аякках та мар часавай вырнаçнă. 1915-мĕш çул тĕлне çак чиркÿре 2 священник, диакон, 2 псаломщик ĕçленĕ.

1940 - 1942 çулсенче священник çуккине пула чиркÿ ĕçлемен. 1959 çулта ăна хупнă, 1990 çулта вара çĕнĕрен уçнă. Ăна кирпĕчрен купаланă, ылтăн тĕспе сăрланă куполсем таçтан аякран курăнса лараççĕ. Хальхи вăхăтра кунта Иван атте кĕлĕ ирттерет. Чиркĕве вырăнта пурăнакансемпе пĕрлех кÿршĕ ялсенчен те халăх йышлă çÿрет, чун киленĕвне тупать.

Пĕрремĕш училище уçăлнă

Пăртасра 1807 çулта чăвашсем хушшинче чи малтанах училище уçнă, ăна вырăнти священник Николай Семенович Михеев пуçарса янă. 1808 çулта кунта 27 ача вĕреннĕ. Вĕсенчен вун улттăшĕ - священник ачисем. Çак ачасемпе пĕрлех хресчен çемйинчен тухнă вĕренекенсем те пулнă. Священник ачисене Н.Михеев пĕлÿ панă. Ыттисене Г.Семенов диакон вырăс чĕлхи тата Катехизис вĕрентнĕ. 1809 çулта училищĕрен ачасен пĕрремĕш ушкăнĕ вĕренсе тухнă. Çак ятпа ачасене Хусан кĕпĕрнин училищисен директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Смирнов саламланă. Вăл ачасем лайăх вĕреннине, çакă вĕрентекене пысăк чыс кÿнине палăртнă. 1809 çулта асăннă училищĕре 17 ача вĕреннĕ. Вĕсен хушшинче Чăрăшçырма, Ыхраçырма, Саруй, Шăплат, Пысăк Енккасси ялĕсенчи ачасем те пулнă.

1810 çулта Н.Михеев вырăс чĕлхи, истори предмечĕсене тата Турă саккунне, Е.Воронов священник истори, арифметика, географи предмечĕсене, Г.Семенов диакон вулама, тĕрĕс çырма, А.Семенов пономарь пуçламăш классене вулама вĕрентнĕ. 1811 çулта 10 ача ( арçын ача - 7, хĕрача - 3) пĕлÿ пухнă. 1815 çулта ачасем сахаллине шута илсе Н.Михеев училище канашне вырăнта тата кÿршĕ ялсенче пурăнакансене вĕрентме ыйтса çырса янă. Çапла майпа вĕсем те вырăс чĕлхине вĕренме пултарни çинчен пĕлтернĕ. Тăлăха тăрса юлнă салтак ачисем пирки те Н.Михеев влаçсенчен тивĕçлĕ йышăну кĕтсе илеймен. 1820 çулта кунта пурĕ 8 ача кăна вĕреннĕ. 1829 çулта училище çурчĕ кивелсе çитнĕ, майĕпен ишĕлсе пынă. Н.Михеев ватлăхне пула ачасене вĕрентеймен. 1833 çулта вара училищĕне хупма шутланă.

1884 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче чиркÿ çумĕнче прихут шкулĕ уçăлать. Малтанхи çулсенче кунта 38 арçын ача, 10 хĕрача вĕреннĕ. Вĕсене Макаров тата В.Громов саккуна вĕрентекен учительсем ăс парса пынă. Вĕренÿ пахалăхĕпе те, ачасен йышĕпе те вĕсем ыттисенчен малта пынă. 1903 çулта кунта 2 учитель ĕçленĕ. Вĕсем 73 ачана тарăн пĕлÿ панă.

1950-1960 çулсенче пуçламăш шкулти ачасене Александра Васильевна Гордеева вĕрентнĕ. 1950-1970 мĕш çулсенче ялти пуçламăш шкул, аптека, туберкулеза хирĕç кĕрешекен больница ĕçленĕ.

Вĕсен пултарулăхĕ иксĕлми

1963 çулта Пăртас ялĕнче туберкулеза хирĕç кĕрешекен больница уçăлать. Вăл 50 койка-вырăнлăх пулнă. Кунта 40 медицина ĕçченĕ тăрăшса вăй хунă. Ку больницăна республикăри тĕрлĕ районсенчен сывалма килнĕ. 1970 çулта кунта тĕп врач пулса Петр Алексеевич Алексеев ĕçлеме тытăнать. Вăл 1939-мĕш çулта Чĕкету ялĕнче çуралнă. 1959 çулта медицина училищине пĕтерсен, çар хĕсметне тăрать. Çамрăк каччăна шăпа Кубăна илсе çитерет. Кунта 5 çул службăра тăнă хыççăн тăван ялне таврăнать.

1964 çулта Хусанти медицина институтне вĕренме кĕрет. 1970 çулта алла диплом илсен тÿрех тăван ялне таврăнать. Çак çултан пуçласа Петр Алексеевич туберкулеза хирĕç кĕрешекен больницăра тĕп врач ĕçне тытăнать. 1993 çулччен ырми-канми тăрăшать вăл çак пархатарлă ĕçре. Пĕрре те çăмăл пулман ăна кунта вăй хума. Чирлисене кирлĕ эмелсемпе тивĕçтернисĕр пуçне ăшă сăмахпа та хавхалантарса пынă. Тепĕр майлă каласан, пурнăçа юратма, йывăрлăха çĕнтерме вĕрентнĕ. Пархатарлă ĕçшĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе, Зоя Семеновна Алексеевапа, 3 ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Зоя Семеновна та Чĕкету ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1960 - 1963 çулсенче Канашри педучилищĕре вĕреннĕ. Унтан тăван тăрăха таврăнать. Энтриялĕнче пуçламăш классенчи ачасене вĕрентме тытăнать. 1980 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. 1985 çулта унтан вĕренсе тухсан та тăван тăрăхрах ĕçлет. Кашни ир Пăртас ялĕнчен Энтриялне çул такăрлатнă патвар вĕрентекен. Çумăр-и, çил-тăвăл-и - ĕçе вăхăтра çитнĕ, ачасене пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Тăрăшни сая кайман. Паян ун вĕренекенĕсем строитель, инженер, вĕрентекен, врач тата ытти сумлă профессипе тăрăшса вăй хураççĕ.

1999 çулччен пĕр улшăнмасăр тăрăшать Зоя Семеновна çак пархатарлă ĕçре.

Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Çулсем иртеççĕ пулин те, алă усса лармасть вăл, выльăх-чĕрлĕх усрать, пушă вăхăтра вара тĕрĕ тĕрлет. «Мăшăрăм ĕмĕр тăршшĕпе чирлĕ çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнăскер, больница хупăнни унăн чĕринче тарăн йĕр хăварчĕ. Вăл йывăр чире пула иртерех çĕре кĕчĕ», - тет З.Алексеева пăшăрханса.

Алексеевсен ачисем те ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Алексей Петрович ывăлĕ Хусанти медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вăл Зеленодольскри туберкулеза хирĕç кĕрешекен больницăра тĕп врач пулса тăрăшать. Аслă ывăлĕ, Сергей Петрович, Хусанти авиаци институтне, каярахпа Хусанти патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Ульяновскри шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать. Милици подполковникĕ.

Хĕрĕ, Мая Петровна Семенова ( Алексеева), Шупашкарти педагогика институтĕнче пĕлÿ пухнă. Алла диплом илсен Шупашкар районне кĕрекен Лапсар поселокĕнче пĕр шкулта директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хума тытăнать. Паянхи кун та çак ĕçре тăрăшать.

«Пирĕн ял район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Апла пулин те пурăнмашкăн пур условисем те пур. Ял хĕррипе асфальтлă çул иртет, кашни киле çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Шыв колонкисем те урамра пур. Анчах та юлашки вăхăтра вĕсенчен шыв таса мар юхни пысăк сиен кÿрет. Çак ыйтăва мĕнлерех татса пама пулать-ши;» - тет Зоя Семеновна.

Кил-çурчĕ унăн тĕрĕ эрешне путнă тейĕн. Хăй аллипе тĕрленĕ кашни ÿкерчĕке З.Алексеева ятарлă рамкăна вырнаçтарса стена çине çакать. Акă ку хутĕнче вăл Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе кинĕ валли те пĕчĕк парне хатĕрленĕ. Илемлĕ чечексем тĕрленĕ вăл. Ывăлĕпе кинĕ патне хăнана кайсан парнелес кăмăллă вăл.

Эпĕ те унăн ăсталăхĕпе чылайччен килентĕм. Пултаруллă та маттур ал ăстине малалла та çакăн пек илемлĕ тĕрĕсемпе вырăнти халăха савăнтарма çирĕп сывлăх сунтăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика