АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш-ученăй вĕрентĕвĕ

30 марта 2010 г.

Аудитори алăкĕ яри уçăлчĕ те, анлă та çутă пÿлĕме кĕрнеклĕ те кĕреçе сухаллă арçын кĕрсе тăчĕ. Кÿлепи икĕ метра яхăн, ман пек пĕчĕк çынсен çĕлĕк ÿкмелле. Пире, студентсене (ун чухне университета вĕренме кĕнĕччĕ) сывлăх сунчĕ, унтан хура мăйăхне шăлса илчĕ, вырнаçса ларма ыйтрĕ.

Çапла тĕрĕк чĕлхин тытăмне вĕрентрĕ вăл студентсене. Эпир тĕрĕк тымарĕнчен тухнине, унăн культура пуянлăхне курма, тĕпчеме хăнăхтарчĕ, танлаштару ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ун пирки кăштах пĕлеттĕмччĕ-ха, кÿршĕсем каласа панăччĕ. Хальхинче вара пĕтĕм хăюлăха пуçтарса çывăхрах паллашма кăмăл çуралчĕ. Лекци хыççăн эпĕ хамăр ентеш пулнине пĕр иккĕленмесĕр каласа патăм. Çапла паллашрăмăр эпир пĕр-пĕринпе. Ун чухне вăл тĕпчев институтĕнче аслă наука сотрудникĕ пулса фольклор уйрăмĕнче вăй хуратчĕ. Университетра вара студентсене лекцисем вуласа паратчĕ ентеш-ученăй Николай Иванович Егоров. Хăй пĕлĕвне пур енлĕн уçса парать, çирĕп ыйтать, çакăншăн ăна пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.

Çитмĕлмĕш çулсенче Николай Иванович Вăтакас ялĕнче клуб заведующийĕнче тимленĕ. Малалла вĕренес туйăм пĕрре те канăç паман ăна. Тĕрлĕ концерт-спектакльсемпе кÿршĕ ялсене, районсене тухса çÿренĕ, халăха савăнтарнă. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка та вăл тăрăшнипе туса лартнă. Йĕри-тавра лартса тухнă хунавсем те унăн пархатарлă ĕçĕ.

Çак ырă та ăслă-тăнлă филологи наукисен докторĕ Н.И.Егоров профессор февралĕн 20-мĕшĕнче 61 çул тултарчĕ. Унăн тĕпчев ĕçĕсен вун-вун монографийĕ пичетленсе тухнă. Фольклор темипе çырнисене хамăр та шĕкĕлчеттĕмĕр. Пирĕн ентеш, çывăх юлташ ултă теçетке урлă çеç каçнă-ха. Сăмахăма пĕтĕмлетсе çапла калассăм килет: малашлăх утăмĕсем сурпан арки пек вăрăм, ĕмĕтсем тухья тенки пек çутă пулччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика