АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миçе сăмах-ши чĕлхере

30 марта 2010 г.

Тăван чĕлхемĕр... Чăваш чĕлхи... Атте-анне панă чĕлхе... Пур-ши унран хакли, хăватли, янăравли; Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ калашле, вăл - шур акăш тĕкĕ евĕр çемçе, хитре те уçă, çăл куç пек таса. Ман шутпа, тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех», - тенĕ чăвашсене çутта кăларассишĕн ырми-канми ĕçленĕ И.Я.Яковлев. Чăнах та, чĕлхе вăл - халăх чунĕ, хăйне хисеплекен кирек хăш халăх та тăван чĕлхине чи пысăк пуянлăх вырăнне хурать. Халăх ăна нумай ĕмĕр хушши, тĕрлĕ йывăрлăхсене тÿссе, аталантарса пуянлатнă.

Чĕлхере - халăх ăс-тăнĕпе кăмăл уççи, авалхи историйĕпе мал ĕмĕчĕ. Амăшĕ пилленĕ чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран таврари тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ÿстерме, хăй шухăшне йĕркеллĕ калама вĕренет.

Тăван чĕлхепе калаçса эпир хамăр шухăш-туйăма тĕрлĕ енлĕ палăртма пултаратпăр. Мĕншĕн чăваш чĕлхин сăмах йышĕ питĕ пуян? Вăл хальхи вăхăтра кирек мĕнле шухăша та, çав шутрах чи кăткăссине те, тĕп-тĕрĕс те уçăмлă каласа пĕлтерме май парать. Эпир пĕлекен япаласемпе ăнлавсене, пулăмсене палăртма пирĕн чĕлхере сăмахсем çителĕклĕ, çавăнпа вăл пуян чĕлхе шутланать. Ĕлĕкрех кунта ытларах йăла пурнăçĕпе çыхăннă сăмахсем пулнă пулсан, хальхи вăхăтра чăваш чĕлхинче наукăпа техника, обществăпа политика, культурăпа искусство ăнлавĕсене пĕлтерекен сăмахсем те, ытти кăткăс япаласемпе пулăмсене пĕлтерекен сăмахсем те йышлă тĕл пулаççĕ.

Миçе пин сăмах-ши пирĕн чĕлхере? Çак ыйтăва нихăш тĕпчевçĕ те тĕп-тĕрĕс хуравлама пултараймасть, мĕншĕн тесен чĕлхери сăмахсен йышĕ вĕçĕмсĕр аталанса, хушăнса, пуянланса пырать. Ахальтен-и И.Я.Яковлев чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ пур тенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика