30 марта 2010 г.
«Телейлисем сехет çине пăхмаççĕ», - тесе калаççĕ. Ахăртнех вăхăчĕ хăй вĕсем çине тинкерет пулĕ. Ахальтен мĕнле ăнлантарăн-ха Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Николаевсен çемйи пирки. Владимир Иванович та, мăшăрĕ те, Галина Вениаминовна, пĕр çул, пĕр кун - 1960-мĕш çулхи мартăн 29-мĕшĕнче - çуралнă, пĕр шкулта, Кивĕ Вăрмарта, юнашар классенче вĕреннĕ, каярах пĕлĕвне (9-10 классем) Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта туптанă. Нумайлăха кăна мар вăхăт вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрнă. Владимир Иванович шкул хыççăн 1977-1978 çулсенче Энгельскри индустрипе педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1978 çулхи çуркунне çамрăка Хĕрлĕ Ялавлă Балтика флотне службăна илеççĕ. Калининград облаçĕнчи «учебка» хыççăн ăна Мускав облаçĕнчи Домодедово хулине куçараççĕ, икĕ çул çурă сисĕнмесĕрех иртсе каять. Çакăнта унăн малашнехи пурнăçне Тинĕс-Çар флочĕпе çыхăнтарас шухăш çуралать. 1981 çулта Владимир Иванович мичмансем хатĕрлекен Кронштадтри шкула вĕренме кĕрет. Ун хыççăн тĕрлĕ чаçсенче хĕсмет пуçланать. Çавăн чухне ĕнтĕ вĕсем Галина Вениаминовнапа çемье çавăрма шутлаççĕ. 1988-1990 çулсенче Николаев мичман çар тивĕçне Куба республикинче пурнăçлать. Юнашарах - юратнă мăшăрĕ тата икĕ çамрăк ывăлĕ - Дмитрийпе Константин. (Катя ун чухне çуралман-ха. Халĕ Тушкилĕнчи лицейра 11 класра вĕренет). Ун хыççăн хĕсмете Мускавра тăсать. 1993 çултанпа Вăрмар çар ĕç комиссариачĕн 2-мĕш пайне ертсе пырать. Çак пай çамрăксемпе салтака каяс енĕпе ĕçленĕ май, районта Владимир Иванович аслă мичмана пĕлмен çын çукрах та пулĕ. Ара, эпир пурте тăван çĕршыва хÿтĕлекенсемпе таччăн çыхăннă. Пĕрисен ывăлĕ, теприсен пиччĕшĕ е шăллĕ, тăванĕ хĕсметре пулнă е кайма хатĕрленет. 2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчен Николаев аслă мичман запасра. Анчах халĕ çар çынни мар пулсан та Республикăри çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать. Наградăсем те сахал мар унăн (уйрăмах «Çар службинче палăрнăшăн» медалĕн 3 степенĕ те пуррине палăртса хăварас килет).
Галина Вениаминовна вара шкул хыççăн хăйĕн пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарнă. 1978 çулта Шупашкарти бухгалтерсен шкулне вĕренме кĕнĕ. 1981 çулта çак хулари экономикăпа технологи техникумĕнчех бухгалтер специальноçĕпе диплом илнĕ. Районти «Сельхозтехника» пĕрлешÿре бухгалтерта вăй хунă. Ун хыççăн - Куба, Мускав облаçĕ - пĕр сăмахпа, çар çыннин мăшăрĕн пурнăçĕ. 2003 çулта Галина Вениаминовна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтерет. Халĕ аслă пĕлÿллĕ специалист Вăрмар районĕнчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх учрежденийĕнче тăрăшать. Куратпăр ĕнтĕ, мăшăрсен ĕçĕ çынсен куçĕ умĕнче иртет. Яваплăха туйса тăрăшаççĕ вĕсем, çавăнпа та чăннипех ырă сăмаха тивĕç. Иккĕшне те вĕсене 50 çулхи юбилейсемпе саламлатпăр, чылай çын салам çумне хутшăнать пулĕ тетпĕр.