АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ пиркиех

30 марта 2010 г.

Пĕрремĕш ача вилнĕ тĕк амăшĕн капиталне параççĕ-и?

Параççĕ.

Укçана иккĕмĕш ача мар, пĕрремĕш ача вĕреннĕ чухне усă курма юрать-и?

Амăшĕн капиталне çемьене параççĕ, ăна кирек хăшĕшĕн тăкаклама юрать.

Хваттер илме кредит ача çураличчен илнĕ тĕк ăна саплаштарнă çĕре яма юрать-и?

Юрать, анчах хваттер çемьери пур çыннăн та пĕрлехи пурлăхĕ пулмалла.

Кредит хĕрарăм çинче мар, упăшки çинче пулсан капиталпа усă курма пулать-и?

Пулать, анчах вĕсем саккунлă мăшăрланура пулсан çеç, кун пек чухне упăшкăрăн паспорчĕн копине тата мăшăрланни çинчен ĕнентерекен свидетельствăна илсе каймалла.

Хваттере арçын мăшăрланиччен туяннă пулсан?

Ниме те пĕлтермест, заявлени панă тапхăрта вĕсен саккунлă мăшăрланура пулмалла.

Амăшĕн капиталĕпе пайăн-пайăн, калăпăр, хваттер туянма та, ачасене вĕрентме те усă курма юрать-и?

Юрать.

Капиталпа ачана вĕрентме усă курсан, кайран ăна университетран кăларса ярсан...

Ачана вĕреннĕ çĕртен кăларса янине ĕнентерекен справкăпа Пенси Фондне кайса заявлени çырмалла, çитес уйăхра вĕренÿ заведенине укçа куçарса памĕç.

Зявленире ачана вĕрентме усă курассипе пĕлтерсен кайран шухăша улăштарма юрать-и?

Юрать, анчах тепĕр хут заявлени çырмалла, çавăн чухлĕ вăхăтах кĕтмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика