30 марта 2010 г.
Хĕрарăма Турă тĕлĕнмелле пултарулăх панă, вăл тепĕр чуна пурнăç парнелет. Çĕр çине çĕнĕ çын килни пысăк телей, çапах та паянхи самана çак утăма та шухăшласа тума хистет. Пĕчĕкскер самай тăкак кÿрет. Чăвашсем мĕн авалтан ывăла ылтăнпа, хĕре кĕмĕлпе танлаштарни халĕ ытла тÿрреммĕн илтĕннĕ пек туйăнать. Паян пулас амăшĕсене тата ача пăхакансене патшалăх мĕнпе пулăшать-ха?
Учета тăнăшăн
Медицина учрежденине учета тăракансене 374 тенкĕ те 62 пус лекет. Вăл пурне те тивĕçет, анчах тухтăр патне ача тĕвĕленнĕренпе 12 эрне çитиччен каймалла.
Йывăр çын пулнăшăн тата ача çуратнăшăн
Ăна декрет отпускĕ вăхăтĕнче - ача çуратиччен 70 кун (йĕкĕреш тĕк - 84 кун) тата çăмăлланнă хыççăн 70 кун (йывăррăн çуратсан 86 кун, икĕ е ытларах ача тăк 110 кун) - параççĕ. Çак икĕ отпуска пĕрле шутлаççĕ, йывăр çын пулнă тапхăртипе туллин усă курмасан та лекет.
Кама тивĕçет? Саккунлă майпа ĕçлекенсене юлашки 12 уйăхри ĕç укçин вăтам виçи тăрăх шутласа параççĕ. Пуçламăш, вăтам, аслă тата аслă шкул хыççăнхи професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче вĕренекенсене - стипенди; виçĕ уйăха çитмен ачана усрава илекенсене - юлашки 12 уйăхри ĕç укçин вăтам виçине кура.
Пĕр хутчен паракан пособи
Ăна ача çуралсан пĕр хутчен параççĕ, унăн виçи - 9989 тенкĕ те 86 пус. Ăна ачан ашшĕ е амăшĕ илме пултарать, йĕкĕреш çуралчĕ тĕк - кашни ачашăн. Пепке вилĕ çуралсан пособи тивĕçмест.
Çулталăк çурă тултариччен паракан пособи
Ăна ача пăхакан ашшĕне, амăшне е ытти тăванне пепке çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен параççĕ. Ĕçлекенсен çак вăхăтра ятарлă отпускра пулмалла. Ниçта та ĕçлеменнисем тата куçăмлă майпа вĕренекенсем пĕрремĕш ачашăн 1873 тенкĕ те 10 пус, иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн 3746 тенкĕ те 20 пус илеççĕ. Ĕçлекенсене ĕç укçин 40 процентне параççĕ, ăна юлашки 12 уйăхри тупăша кура палăртаççĕ. Анчах вăл 7492 тенкĕ те 40 пусран ытла пулмалла мар.
Усрава, опекăна илнĕшĕн паракан пособи
Ăна усрава, опекăна илнĕшĕн пĕр хутчен параççĕ, унăн виçи 9592 тенкĕ те 03 пуспа танлашать. Икĕ е ытларах ача илсен кашни пепкешĕн тивĕçет.
Салтак арăмне пĕр хутчен паракан пособи
Призывпа çар тивĕçне пурнăçлаканăн (курсантсене пырса тивмест) арăмне ача тĕвĕленнĕренпе 180 кун çитнĕ тĕк 15820 тенкĕ параççĕ. Ку пособи - хушма пулăшу, салтак арăмне ытти хĕрарăм илекен укçа-тенкĕ те тивĕçет.
Уйăхсерен паракан пособи
Кунта çемье тупăшне кура икĕ ушкăна пайламалла: çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 150 проценчĕ тивĕçекенсем тата тивĕçменнисем. Пĕрремĕш ушкăнрисем çемьере ача çитĕнтереççĕ тĕк 2 çула çитмен тĕпренчĕкĕшĕн 683 тенкĕ, 2-18 çулсенчи ывăлĕ-хĕрĕшĕн 124 тенкĕ илеççĕ (амăшĕ пĕччен çитĕнтерет тĕк - 808 тата 248 тенкĕ). Иккĕмĕш ушкăнрисене пепки 2 çул тултариччен 248 тенкĕ тивĕçет, аслăраххисене пособи памаççĕ. Çемьере 2 ача çитĕнет тĕк 2 çулччен - 715 тенкĕ, 2-18 çулсенчишĕн - 155 тенкĕ (пĕччен амăшĕсене - 869 тата 311 тенкĕ). Иккĕмĕш ушкăнрисем пĕр ачаллисем пекех илеççĕ. Çемьере виçĕ ача тăк 2 çула çитиччен 795 тенкĕ, 2-7 çултишĕн - 235 тенкĕ, 7-18 çултишĕн 312 тенкĕ (пĕччен амăшне 1240, 681 тата 1053 тенкĕ). Иккĕмĕш ушкăнрисене 2 çулччен 311 тенкĕ (çемье тулли мар тăк 582 тенкĕ), 7 çулччен - 63 тенкĕ (334 тенкĕ), 18 çулччен - 138 тенкĕ (705 тенкĕ). Çемьере 4 е ытларах ача ÿссен 2 çулчччен - 1066, 7 çулччен - 507, 18 çулччен - 879 тенкĕ (пĕччен амăшĕсене - 1240, 681, 1053 тенкĕ). Иккĕмĕш ушкăнрисене 582, 334 тата 705 тенкĕ.