АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кашни кун мар

30 марта 2010 г.

Раççейре пурăнакан халăх çулран-çул чакса пыни пирки вĕçĕмсĕр пĕлтерсех тăраççĕ. Вилесси çуралассинчен çÿллĕрех шайра пулнине те пĕлетпĕр. Никам та çĕр çинче ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр пурăнмасть, пурте хăçан та пулсан автан авăтман хĕреслĕ яла ăсанатпăр. Анчах нумайăшĕ хăйĕн вилĕмне хăй çывхартать. Çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса каякансем те ÿссех пыраççĕ, вăй питти çынсем те вăхăтсăр нÿрĕ çĕр айне кĕрсе выртаççĕ. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Мĕнле чирпе нумайрах вилеççĕ? Чи мала вара ĕçкĕпе вилнĕ çынсене тăратмалла пулĕ. Çапла, шкул сакки çинче ларнă чухнех пуçлатпăр та эрех-сăра лĕрккеме...

Хальхи ăру ĕçкĕпе нумай пĕтет тетпĕр. Пурте ĕçетпĕр: ватти те, вăтамми те, çамрăкки те... Унран та хăрушăраххи - хĕрсемпе хĕрарăмсем алла черкке тытни. Çакă вара татах та хăратать. Паллах, каччăсемпе арçынсене те пĕр вĕçĕмсĕр ÿсĕр çÿрени илем кÿмест. Уявра, паллă кунсенче кăштах савăнса илни темех мар-ха. Енчен те кашни кун уява çаврăнсан...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика