30 марта 2010 г.
Н.Федоров Президент тата «РЖД» АУОн аслă вице-президенчĕ - коммерципе çыхăнман «Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕ» ĕçтешлĕх президенчĕ В.Гапанович, республикăна ĕçлĕ визитпа килнĕскер, «Регионсен экономикине инноваци никĕсĕ çинче çĕнетес енĕпе патшалăхпа бизнес ĕçтешлĕхне аталантарасси» конференцие хутшăннă.
Конференцире Раççей Федерацийĕн 33 субъектĕнчи 90 ытла предприяти представителĕсем пулнă. Чăваш Енĕн Промышленноçпа энергетика министерстви тата «Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕ» ĕçтешлĕх пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Аса илтерни вырăнлă: паян республика «РЖД» АУОпа груз турттармалли чукун çул вакунĕсем, вакун-цистернăсем, управлени пульчĕсем, электроэнергетика оборудованийĕ, ытти хатĕр туса кăларас енĕпе алла-аллăн ĕçлет. Коммерципе çыхăнман «Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕ» ĕçтешлĕхе 2007 çулхи июнь уйăхĕнче «Раççей чукун çулĕсем» АУО «Трансмашхолдинг» АХО, «Корпораци управленийĕ», «Трактор завочĕсем» концерн компанийĕ» тата «Транспорт машиностроенийĕн Вырăс корпорацийĕ» УК» ОООсем туса хунă. Тĕллев - производительсене пĕрлештересси. Çакă чукун çул машиностроенийĕн пахалăхне çĕклеме, аталанăва инноваци çулĕ çине тăратма кирлĕ. Çавна май инжиниринга, çĕнĕ технологисене вăй парасшăн, çĕнĕ йышши вакунсем кăларасшăн, стандартизаци тытăмне çĕнетсе çак ĕçтешлĕхĕн стандартсен тытăмне тĕнче шайĕнчи кăтартусемпе килĕшÿллĕ тăвасшăн.