26 марта 2010 г.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине халалласа Шăхаль ялĕнчи учительницăра ĕçленĕ Пуклакова Мария Александровнан, педагогика ĕçĕн ветеранĕн тата тыл ĕçченĕн аса илĕвĕнчен.
Ачалăх - пур çыншăн та чи хаваслă тапхăр. Анчах пирĕн ачалăх хаваслă пулаймарĕ. Эпĕ вăрçă пуçланнă чухне вуннăра пулнă, иккĕмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. Вăл куна эпĕ паянхи пекех астăватăп. Уяр та хĕвеллĕ кун. Атте-анне ĕçе кайнă. Урама тухрăм та темшĕн çынсем пурте тунсăхлă, ача- пăча та вылямасть. Ун чухне радио пулман, ирех вăрçă пуçланнине илтмен. Вăрçă пуçланнă теççĕ. Тен, эпир ун чухне вăрçă мĕн иккенне ăнлансах кайман пулĕ. Анчах çынсем калаçнине итлесе, вăл начар пулăмне ăнланнă ĕнтĕ. Ун чухне ял Советĕнче çеç радио пурччĕ. Унта кашни кун юлашки хыпарсене итлеме çынсем пухăнатчĕç, чÿречене уçса яратчĕç те урамра çынсем итлетчĕç. Радио вырăсла калатчĕ, анчах питĕ чĕрене тивмелле каланине кăштах ăнланнă пулĕ ĕнтĕ. Вăрçă пуçланнă кунах кутамкка йăтса арçынсем фронта тухса кайрĕç. Çапла кашни кун салтака каякансен юрри илтĕнетчĕ. Çынсене çеç мар, лашасене те лайăхраххисене суйласа илсе кайса пĕтерчĕç.
Кашни кун почта килессе кĕтетчĕç. Пурин те фронтри хыпарсене пĕлес килет. Фронтран вара кашни кун хăрушăран та хăрушă хыпарсем килетчĕç. Пирĕннисем пысăк çухатусемпе каялла чакнăçемĕн чакса пыратчĕç. Ялта та фронта тухса кайнисенчен çапăçура вилнисен хучĕсем килетчĕç.
Пирĕн килтен аттепе пичче вăрçа тухса кайрĕç. Килте анне виçĕ ачапа юлчĕ. Чи кĕçĕнни - иккĕре.
Вăрçа кайма çул çитейменнисене, хĕрарăмсене окоп чавма Чак ялĕ патне илсе кайрĕç. Киле юлнă çамрăк ачасем хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕренетчĕç. Ун чухнехи ачасем час ĕçе хăнăхрĕç, ачалла мар, пысăк çын пек туйрĕç хăйсене. Ачасем çум çумланă, тырă вырнă, пучах пуçтарнă, хĕле кĕрсен те ĕçсĕр ларман. Çанталăкĕ калама çук сивĕччĕ. Шкулта та сивĕ, килте те сивĕ. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн класри ачасем таçтан юрă вĕреннĕччĕ, питĕ хурлăхлăччĕ вăл. Кам çырнă- ши ăна; Кам кĕвĕленĕ-ши - пĕлместĕп. Эпир ăна часах класпа юрлама вĕренсе çитрĕмĕр. Сăмахĕсем çапларахчĕ унăн:
Таса уйра сăрт хĕрринче
Аманнă салтак выртать.
Ун чĕрине штык шăтарнă,
Юнлă тутри аллинче.
Салтак юнĕн шăршипеле
Вĕçсе анчĕç хурчкасем.
Ан вĕç, хурчка, ан вĕç, хурчка,
Эпĕ халĕ вилмен-ха.
Часрах кайса пĕлтерĕр-ха
Аттем, аннене.
Вĕсем маншăн ан кулянччăр,
Эпĕ халĕ вилмен-ха.
Ыттине астумастăп. Юррине вара юрлама халĕ те пĕлетĕп. Пирĕн шкул пĕрле пулман, уйрăм- уйрăм ларнă. Пĕррехинче, пысăк тăхтавра, урокри пекех пурте ларнă та юрласа ларатпăр. Учитель килнине те сисмен, юрласа пĕтерсен пăхатпăр - вăл алăк патĕнче йĕрсе тăрать. Унпа пĕрле эпир те йĕме пуçларăмăр.Унăн та кам та пулин вăрçăра пулнă ĕнтĕ.
Хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса салтаксем валли алса- нуски çыхатчĕç. Килте çыхса ларма краççын пулман. Çĕр улмине çÿхе касса типĕтетчĕç. Арçынсем табак тÿсе (табакне пахчара ÿстернĕ) хатĕрлетчĕç. Вара посылкă туса фронта ăсататчĕç. Пурте тăшмана хăвăртрах çĕнтерме пулăшас тетчĕç. Учительсем вара агитаторсем пулнă. Хаçатсем вуласа, фронтри хыпарсене каласа ăнлантаратчĕç.
Шкул ачисем кăмака çинче уроксем тунă. Чĕп куç тетчĕç ун чухне лампа çутине, мăкăрланатчĕ вăл, пурпĕрех кĕнекине те вуланă. Тетрачĕ те çукчĕ. Чернилне вара хăрăмпа сĕтрен тăваттăмăр.
Ун чухнехи пурнăçа паранкăпа курăксем тытса тăнă. Çуркунне çитсен колхоз уй-хирне çĕрĕк паранкăн крахмалне пуçтарма кайнă, курăксем, лаша кăшкарĕ, качака, çерçи кĕпçисем, мăян çинĕ. Чылай ача тăхăнмалли çуккипе шкула пăрахса кайрĕç. Шкул ачисене те çуркунне уроксем хыççăн сухана, сÿрелеме илсе каятчĕç. Вăйпитти арçынсем юлман, хĕр ачасене те торф кăларма, вăрман касма илсе кайса пĕтерчĕç. Яла ватти-вĕтти çеç юлнă. Çавăнпа кĕркунне, октябрьтен çеç, вĕрентме тытăнатчĕç.
Пурнăç кунран-кун йывăрланса пыратчĕ - краççынĕ те, тăварĕ те, çăкăрĕ те çукчĕ. Çынсем тăварсăр шыçма пуçларĕç. Кĕпе-йĕме кĕлпе çунă, супăнь пулман. Пылак япала çинчен асăнмалли те çук. Чăтнă, тÿснĕ, никам та нăйкăшман. Çуллахи вăхăтра колхозра ĕçлекенсене кунне виçĕ хут апат пĕçерсе çитернĕ. Тăшмана каялла хăвалама пуçларĕç. Кунран-кун яла хаваслă хыпар киле пуçларĕ.
1945-мĕш çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ. Ку куна вара эпĕ хам виличчен те манас çук. Сар хĕвеллĕччĕ, ăшăччĕ. Эпĕ ун чухне улттăмĕш класра вĕренеттĕм. Математика урокĕ пуçланнă. Алăка шаккарĕç. Учитель тухрĕ те часах кĕчĕ. Вăрçă чарăннă терĕ. Ку хыпара илтсен арçын ачасем шапкисене çÿлелле ывăтса ура! кăшкăрса ячĕç. Хăшĕсем йĕреççĕ, çухрашаççĕ.
Учитель халĕ колхоза чĕкĕнтĕр акма каятпăр терĕ (алăпа акнă ĕнтĕ). Кунта ялĕпех тухнă пуль. Юрлаççĕ, йĕреççĕ (кама та пулин çухатнисем). Учительсем халăха ертсе, ăнлантарса пыракансем пулнă. Вĕсем яланах халăхпа пĕрле. Вĕсен пурнăçĕ те ансат пулман, ĕç укçи те питĕ сахал пулнă, ун чухне канмалли кунсем те пулман. Хĕл каçа ачасемпе пĕрле килĕрен кĕл, чăх-чĕп каяшĕ, самолетсем, танксем тума укçа пуçтарнă. Учительсем питĕ хисеплĕ çынсем пулнă. Çавăнпа та эпĕ ÿссен учитель пулма шухăшлаттăм. Вăрçă чарăнсан пурнăç ансат пулман. 1946-мĕш çул - йывăр çул. Акнă тырри те шăтса тухман. Çак çул питĕ типĕ çанталăк пулчĕ. Ял хуçалăхне çĕклемелле пулнă. Машина-трактор пулман. Тем пек йывăр пулсан та паранкăпа çăкăр йăтса вĕренме кайнă. Вăрмара кутамкка çакса çуран утнă. Пурпĕрех вĕренсе çын пулнă. Вĕренсе тухса 42 çул ĕçлерĕм.