АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыва хÿтĕлесси - манăн тивĕç

26 марта 2010 г.

Çĕршыва хÿтĕлесси - манăн тивĕç

Çĕршыв чысне хÿтĕлекен çамрăк граждансем пирĕн хушăра сахал мар. Кашни çулах ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка уйрăмĕ яш-кĕрĕме çар ретне тăма йыхравлать. Пирĕн районтан та чылайăшĕ салтак службине тивĕçлĕ ирттереççĕ. Акă вĕсенчен пĕри - Аслă Чак ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Тула облаçĕнчи йывăр лару-тăруран çăлса хăваракан 996-мĕш центрта службăра тăракан Сергей Владимирович Иванов.

Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ ял ачи. Ашшĕ, Владимир Петрович Иванов, амăшĕ, Лилия Витальевна Иванова, ачисене пĕчĕклех ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Карта тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне пĕтĕм ĕç Сергейпе унăн шăллĕпе йăмăкĕ çине тиеннĕ. Çакă малашлăхри йывăрлăхсене те çăмăллăнах парăнтарма пулăшса пынă. Килти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех шкулта та пысăк активлăхпа палăрнă С.Иванов. Кашни çулах «Зарница», «Орленок» вăййисене хутшăнса лайăх результатсем кăтартнă. Унсăр пуçне технологи предмечĕпе йĕркеленĕ районти олимпиадăсенче те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Ку енĕпе ăна пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн предметне вĕрентекен В.Иванов чылай пулăшса пынă. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан, Сергей тÿрремĕнех Шупашкарти ял хуçалăх академине çул тытнă. Ачаранах çĕр ĕçне кăмăлланăскер, малашлăхне те çакăнпах çыхăнтарас кăмăллă пулнă. Пултаруллă каччă асăннă аслă вĕренÿ заведенири инженерипе механика факультетĕнче пĕлÿ пухать. Çуллахи вăхăтра ашшĕне тăван хуçалăхра пулăшса пырать. Çапла майпа вĕренÿпе ĕçе çыхăнтарса пырать вăл. Алла диплом илсен С.Иванова тÿрремĕнех çар ретне тăратаççĕ. Тивĕçлĕн пурнăçласа пырать пултаруллă салтак хăйĕн службине. «Юлашки вăхăтра çул-йĕр çинче автотранспортпа инкек тÿсекен сахал мар. Çавна пула миçе çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлмасть-ши; Пирĕн центрăн тĕп тĕллевĕ вара автотранспортпа инкек тÿснĕ çынна май пур таран çăлса хăварасси. Çак ĕçе пирĕн хăвăрт, оперативлă пурнăçламалла», - тет С.Иванов салтак служби çинчен кĕскен каласа панă май. Салтак службинче пултарулăх кăтартнăшăн «Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн» знака тивĕçнĕ.

Чаç командирĕ С.Завацкий хастар С.Иванов салтак çинчен ырăпа кăна палăртать. Вăл нумаях пулмасть ашшĕ-амăшĕ патне Тав çырăвĕ янă. Çавна май иртнĕ кунсенче хĕсметре тăракан С.Иванов тăван килĕнче пулса курчĕ. Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: Сергей шăллĕ Алексей те Шупашкарти ял хуçалăх академинче пĕлÿ пухать. Вăл та пиччĕшĕ пекех салтак ретне тăрса Тăван çĕршыва хÿтĕлес тĕллевлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика