26 марта 2010 г.
Кăçал пирĕн çĕршывра аслă уяв - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 65 çул çитет. Çак уява вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле тылра ырми-канми ĕçленĕ ĕç ветеранĕсем те тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Арçынсем вăрçă хирĕнче алла хĕç-пăшал тытса паттăррăн çапăçнă пулсан, ялта пурăнакан ватă-вĕтĕ, хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем те мĕн вăй çитнĕ таран тăшмана часрах çапса аркатасчĕ тесе тăрăшнă. Кашни ялтах çĕршер çын çапла выççине, сиввине пăхмасăр ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн та пурнăç пĕрре те лайăх пулман. Ялта пурăнакансене колхозра ĕçленĕшĕн ĕç кунĕ тăрăх тырăпа тÿленĕ, çавна пулах укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнă. Кун пек шăпаллă çынсем питех те нумай. Манăн çавăн пек çынсенчен пĕринпе, Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Нина Михайловна Морозова пурнăçĕпе, паллаштарас килет. Манпа кÿршĕллĕ пурăнать вăл. Ырă чунлă та сăпайлă пулнипе те вашават хĕрарăм. 1937-мĕш çулта Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр Кивĕ Вăрмар каччипе Вячеслав Леонидович Морозовпа çемье çавăрса 2 ывăлпа 1 хĕр çуратса пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Çăмăл пулман Нина аппан кун-çулĕ. Ялти шкулта 7 класс вĕренсе пĕтерсен Вăрмарти вăтам шкулăн 8-мĕш класне вĕренме укçа тÿлесе кĕмелле пулнă. Анчах Нинăна вĕрентме килте укçа пулман. Çавăнпа та çамрăк хĕр малалла вĕренеймест, Вăрмарти пекарньăна ĕçлеме кĕрет. Унта 2 çул ĕçлесе кăштах укçа пуçтаркаланă хыççăн вăл Шупашкарти кооператив шкулĕнче повар пулма вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтерсен, 1958 çулта, Вăрмарти столовăйĕнче аслă поварта ĕçлеме пуçлать те мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çав ĕçре тăрăшать. «Ĕçне кура хисепĕ те», - теççĕ халăхра. Нина аппан та Хисеп грамотисемпе «Ĕç ветеранĕ», «Потребкоопераци ĕçĕн отличникĕ» хисеплĕ ятсем пур. Хăй мĕнле тăрăшуллă та ĕçчен пулнипех ачисене те ĕçе юратма, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ, Валерьян, Горьки хулинче юхан шыв техникумне пĕтернĕ, вăталăххи, Володя, Хусанти пединститутран вĕренсе тухнă. Хĕрĕ, Наташа, икĕ аслă пĕлÿллĕ специалист. 4 мăнукĕпе те чунтанах савăнать халь Нина аппа. Эпир те ăна малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх сунатпăр, савăнăçпа телей çеç пултăр ватлăх кунĕсенче.
Кивĕ Вăрмар шкулĕ.