26 марта 2010 г.
Республикипе иртекен «Литературная Чувашия - книга года» конкурса хутшăнса Кĕтеснер ял библиотекинче кĕнеке куравĕ иртрĕ. Кунта 2008 çулта Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă ача-пăча кĕнекисенчен пуçласа ватти валли таранах пулчĕ. Чăннипех те юлашки вăхăтра ял библиотекин фончĕ чăваш кĕнекисемпе пуянланчĕ.
Ачасем ытларах Д.Суслинăн «Юрăпи», И.Яковлевăн «Уçăлма тухнă шăши çури» тата ыттисене те юратса вуларĕç. Аслисем те нумай-нумай кĕнекесем вуласа савăнчĕç. Тăван чĕлхене юратакансем, чăваш писателĕсен пултарулăхĕпе паллашас текенсем нумайлансах пыраççĕ библиотекăра. Çак кĕнекесене кашни ял çыннин аллине çитерес тесе нумай ĕçсем пулса иртеççĕ библиотекăра. Çак тĕллевпех 2008 çулта Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă К.В.Ивановăн «Нарспи» кĕнекин презентацийĕ пулса иртрĕ. Чаплă поэтăмăр кун-çулĕпе паллашнă хыççăн ачасем поэмăри «Силпи ялĕнче» сыпăка чуна витмелле вуласа пачĕç.
Юлашкинчен вара ачасен авалхи чăваш вăййисене те аса илчĕç. Тĕл пулу хыççăн ачасем библиотекăна асăннă темăпа хăйсен ÿкерчĕкĕсене парнелеме кăмăл çуралчĕ.
Юлашкинчен чăннипех те çапла калас килет те ĕнтĕ - «Нарспи» вилĕмсĕр поэма.