26 марта 2010 г.
Арапуçĕнчи «Теремок» ача сачĕ экологи енĕпе ĕçлет. Кунта экологи темипе темĕн тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Воспитательсем тăрăшнипе ачасем мĕн пĕчĕкрен çут çанталăкпа интересленсе ÿсеççĕ. Пирĕн ача садĕнчи тĕрлĕ ÿсентăран çитĕнтерекен «Хĕллехи сад» экологи центрĕ пур. «Чĕр чунсен кĕтесĕнче» пулăсем, попугайсем, тимĕр шапа, кролик пурăнаççĕ. Кунта ачасемпе тĕрлĕ экскурсисем, опытсем, сăнавсем ирттеретпĕр. Çакнашкал занятисем урлă ачасем шухăшлама, ыйтусем пама, хăйсемех хуравне тупма, хăйсен шухăшне ĕнентерме, пĕтĕмлетÿсем тума вĕренеççĕ. Вĕсем савăнсах чĕр чунсене апат çитереççĕ, чечексене шăвараççĕ. Çакă ачасене чĕр чунсене юратса ÿсме, вĕсене хĕрхенме вĕрентет. Пĕчĕк шăпăрлансем ача садĕнче иртекен пур мероприятисене, конкурссене пĕтĕм кăмăлтан хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, «Колосок» ача садĕнче февралĕн 23-мĕшĕнчи çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе иртнĕ «Кайăксем сире тав сăмахĕ калаççĕ» экологи конкурсĕнче ашшĕсемпе ачисем шăнкăрч йăвисем ăсталассипе ăмăртнă. Конкурса 7 çемье хутшăннă. Çакăн евĕрлĕ конкурссем ирттерни чи малтанах ачасене кайăксене пулăшма хистет, ашшĕ-амăшне ачипе, ача сачĕпе çемьене çывăхлатать. Ача садĕнче пухакан пĕлÿпе ачасем тĕрĕс усă курасса, чунĕпе ырă çитĕнессе ĕненес килет. Экологи конкурсĕнче активлă хутшăннăшăн ашшĕ-амăшĕсене тав сăмахĕ калас килет. Ачалăх кунĕсенчех çут çанталăк çинчен асра юлнă çутă самантсем яланлăхах пуçра юлĕç, ачана тĕрĕс воспитани илсе ÿсме пулăшĕç.