26 марта 2010 г.
Çын яланах мĕн те пулин çĕннине пĕлме тăрăшать, пурнăçра пĕрмаях пурнăç уттипе утма тăрăшмалла. Унпа пĕр тан пырсан кăна çын хăйне пурне те пĕлнĕ пек туять.
Шкул ачисен тавра курăмне аталантарас, пĕлÿ шайне ÿстерес тата вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслес шутпа Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта интеллектуаллă вăйă ирттернĕ. Вăйă-конкурс 3 турпа иртнĕ. Конкурсра 5-11 классем хутшăннă. 1-мĕш турта - тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ тата пурнăçра мĕн тума кирлине кура усă куракан япаласене сăнласа кăтартнă тăрăх мĕнле сăмах пулнине пĕлесси. Ку конкурсра сăмахсен пĕлтерĕшне пĕлме ытла çăмăлах мар иккен. Ăмăртăва хутшăннă ачасен сăмахăн тупсăмне пĕлме 5 хутчен каласа пăхма юрать. Çак тупăшура чи лайăх вĕренекенсем 5-мĕш класри М.Малышев, К.Силерова, 7-мĕш класри Т.Сереброва тата А.Алексеев, 9-мĕш класри Ю.Владимирова, А.Дмитриев пулчĕç. 2-мĕш турта шкулта вĕренекен пур предметри тĕрлĕ ыйтусене вĕреннине аса илсе тĕрĕс хурав парассипе вăй виçрĕç ачасем. Предметсем тăрăх панă ыйтусем çине тĕрĕс хуравласа чи пысăк балл пуçтарса 7-мĕш класри Т.Сереброва тата А.Алексеев палăрчĕç. 3-мĕш турта - «Тупсăмне кам хăвăртрах пĕлет;» конкурсра - тĕрлĕ ыйтусем çине хăвăрт хурав парасси пулчĕ. Ку турта 5-мĕш класс ачисене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем чи нумай балл пуçтарчĕç. Вăйă-конкурс ачасем питĕ маттур та пултаруллă пулнине кăтартрĕç. Çапах та чи лайăх пĕлекенсем те уйрăм вырăнсене тивĕçрĕç. 5-мĕш классем 1-мĕш, 7-мĕш классем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç, 11-мĕш классен 3-мĕш вырăнпа килĕшме тиврĕ. Çак вăйă ачасене пурне те питĕ килĕшрĕ. Куракансем конкурса хутшăнакансене хавхалантарса пычĕç.