АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуян историллĕ Мăнçырма шкулĕ

26 марта 2010 г.

Пуян историллĕ Мăнçырма шкулĕ

«Аваллăхсăр малашлăх çук», - тет Владимир Данилович Николаев Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пирки сăмах пуçарнă май. Сăмах май каласан, вăл 32 çул педагогика ĕçĕнче вăй хурать. Профессиллĕ ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ те.

Чылай Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ вăл. Палăртма кăмăллă: 2009 çулта республикăра иртнĕ «Çамрăксен чи лайăх наставникĕ» конкурсри «Вĕрентÿ учрежденийĕнчи çамрăксен чи лайăх наставникĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Дипломне тивĕçнĕ.

Пуян историллĕ Мăнçырма шкулĕ

Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çинчен сăмах пуçарнă май, Владимир Данилович унăн историйĕ çинчен кĕскен чарăнса тăчĕ. 1882 çулта çак ялти чиркÿ çумĕнчи прихут шкулĕ уçăлать. Пĕрремĕш вĕрентекен Г.Зайцев 34 ачана пĕлÿ парать. 1884 çулхи октябрь уйăхĕнче Çветтуй Гурий пĕрлĕхĕн арçын ачасен шкулĕ йĕркеленет. Унта 9 çултан пуçласа 16 çулчченхи арçын ачасем, пурĕ 22, вĕреннĕ. Вĕсене Г.Степанов учитель вĕрентет. 1888 çулта вара çакăнтах хĕрачасен училищине те уçаççĕ. 1917 çулта вăл пĕрремĕш сыпăклă шкул пулса тăрать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче тăватă класс вĕренмелли пĕлÿ учрежденине куçать. 1933 çулта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлать. Ун чухне ăна колхоз çамрăкĕсен шкулĕ тенĕ. Нумай-нумай çамрăк парта хушшине ларнă, вĕренме тытăннă. Халăх çутта туртăнма пуçланă. 1950 çулта çĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Кунта директор пулса А.Васильев ĕçленĕ. 1955 çултанпа Мăнçырмара вăтам шкул ĕçлет. Çак çулах 50 ача вырнаçмалăх интернат туса лартнă. Шкул директорĕ пулса Анатолий Александрович Соловьев ĕçленĕ. 1967 çулта кунта куçăмсăр майпа вĕрентме тытăнаççĕ. 1985-мĕш çулта шкул çĕнĕ çурта куçать. Директор пулса В.Николаев ĕçлеме тытăнать. 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пурĕ 171 ача вĕренет. Ку - база шкулĕ. Кунта пĕлÿ пухма Кĕтеснертен, Арапуçĕнчен, Çĕнĕ Вĕренертен, Эçпеперен, Кивĕ Шулхантан, Çĕнĕ Шулхантан ачасем йышлăн килеççĕ. Асăннă шкулта пурĕ 20 вĕрентекен яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа пахалăхлă пĕлÿ парать. Вĕсенчен аслă категориллĕ вĕрентекенсем - 2, пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем - 15. Пурлăхпа техника базине те шкул çулсеренех вăйлатса пырать. Вĕренекенсене пахалăхлă пĕлÿ илме компьютерсем, мультимедиапроектор тата ытти çĕнĕ йышши вĕренÿ хатĕрĕсем пур. Унсăр пуçне «Шкул автобусĕ» программа ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл ачасене çывăхри ялсенчен пĕлÿ пухма вăхăтра илсе çÿрет. «Раççейри пĕр регион та тăвайман проектран - халăха компьютерпа ĕçлеме пĕр çын юлмиччен хăнăхтарнинчен - пуçламалла», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çавăнпа та пирĕн тĕллев - шкул ачисене компьютер пĕлĕвне парса хальхи вăхăтри инженерипе программистсене хатĕрлесси», - тет Владимир Данилович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. 2010 çул - Вĕрентекен çулталăкĕ. Ялсенчи шкулсен ĕçне тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ май, вĕсем вĕрентÿ шайĕпе те, пурлăх никĕсĕ тĕлĕшпе те хула шкулĕсенчен кая мар. Кун пирки эпир директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕпе Татьяна Александровна Степановапа калаçрăмăр.

Профессиллĕ ăсталăха туптаççĕ

«Информаципе хуçаланакан тĕнчене тытса тăрать», - текен каларăш паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Профессиллĕ ăсталăха туптас енĕпе вăл уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта аслă классемпе виçĕ енлĕ профильлĕ вĕрентÿ йĕркеленĕ. Кунта естествăлла наука (биологи, физика) - 9, гуманитари (обществознани) - 8, агротехнологи (ял хуçалăх техникине алла илес енĕпе) 14 вĕренекене тарăн пĕлÿ паратпăр. Унпа пĕрлех пирĕн шкул Шупашкарти аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕпе, Мари Республикинчи политехника университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕпе тачă çыхăнура ĕçлет. Пирĕн вĕренекенсем вĕсем паракан заданисене пурнăçлаççĕ. Тепĕр майлă каласан, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ», - тет Татьяна Александровна профильлĕ вĕрентÿ никĕсĕпе тĕплĕнрех паллаштарнă май. Сăмахран, Санкт-Петербург университечĕн Шупашкарти инженерипе экономика филиалĕнче 10-11 классенче вĕренекен 13 ача хатĕрленÿ курсĕнче пĕлÿ пухать. Нумаях пулмасть акă Мускаври патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕн тест-заданийĕсене пурнăçлама 14 ача хутшăннă. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа профильлĕ вĕрентÿ парассипе С.Аверьянова, Т.Степанова, Л.Ефимова учительсем пысăк ăсталăхпа тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Н.Лисицкая психологăн тăрăшулăхне те палăртса хăвармалла. Вăл вĕренсе тухакансемпе пулас професси çинчен тăтăшах калаçусем ирттерет, практикăлла занятисем йĕркелет. Вĕренсе тухакансемпе ăçта вĕренме каймалли пирки ашшĕ-амăшĕсемпе те калаçусем ирттерет. Агротехнологи профильне ертсе пыракан А.Горбунов аслă классенче вĕренекенсене çĕр ĕçне юратма, çавна май пулас профессине унпа çыхăнтарма вĕрентет.

Биологи предмечĕпе вĕрентекен Э.Архипова тата физика предметне юратма пулăшакан Е.Кузнецова ачасене пахалăхлă, тарăн пĕлÿ парассишĕн пур вăй-хăватпа тăрăшаççĕ.

Олимпиадăсем маттуррисене палăртаççĕ

Шкулта çĕнĕ технологисене алла илсе пынă май ачасен пĕлÿ шайĕ те çулран-çул ÿссех пырать. Çакă районта, республикăра иртнĕ олимпиада тупăшăвĕсенче те яр уççăнах курăнать. Иртнĕ çул Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 62 ача хутшăннă. Вĕсенчен 18-шĕ районта иртнĕ олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Çак ĕçре Л.Ефимова вĕрентекенĕн тÿпи пысăк. Республикăри олимпиадăсене чăваш чĕлхипе Н.Александров (3кл.) ( вĕрентекенĕ Г.Романова), физика предмечĕпе Л.Денисова (10 кл.) (Е.Кузнецова), историпе А.Аверьянова (11 кл) (Л.Ефимова), химипе - Л.Денисова (10кл.) (А.Иванова), чăваш литературипе Е.Ильина (10 кл.) (Т.Цыркунова) çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри интернет олимпиадăсене 7 ача хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Вĕсене ертсе пыраканĕ Т.Цыркунова вĕрентекен ачасен пултарулăхĕшĕн чылай тăрăшать. Татьяна Леонарьевнăн профессиллĕ пултарулăх шайĕ ÿссех пырать. Ку çул вăл Раççей Президенчĕн Грантне çĕнсе илес кăмăллă. Вăл чăваш халăх культурин шайне ÿстерессишĕн, чăваш чĕлхипе калаçура тата çырура тĕрĕс усă курма вĕрентессишĕн тăрăшать.

Раççей шайĕнче иртнĕ «Русский медвежонок» конкурсра 84 ача хутшăнса сертификат илнĕ. Çавăн пекех «Кенгуру» конкурса - 64, «Золотое руно» - 32, «Британский бульдог» - 21, «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурса 101 ача хутшăннă.

Вĕрентекен Çулталăкне - пысăк тĕллевсемпе

«Учитель вĕрентекен предмет - тĕллев мар, ачана специалист пек кăна мар, этем пек воспитани парса ÿстермелли, çитĕннĕ пурнăçа хатĕрлемелли инструмент», - тенĕ ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ вырăс чĕлхипе литератури предметне вĕрентекен Людмила Николаева Вотякова. Палăртма кăмăллă: районта иртнĕ «Самый классный классный» конкурсра Л.Вотякова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл 9-мĕш класăн ертÿçи. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни, вырăс чĕлхипе литература предметне вĕренекенсене тĕрĕс те ăнланмалла, çÿллĕ шайра вĕрентни унăн ĕçне пысăк хак парать. Халĕ Л.Вотякова районта иртекен «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса хутшăнать. Çавна май нумаях пулмасть Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта уçă урок ирттерчĕ. Халĕ класс сехетне ирттерме хатĕрленет. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла: пирĕн вĕрентекенсем хăйсен пĕлÿ шайне тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса палăртаççĕ. Акă кăçал Г.Романова, С.Николаева, С.Аверьянова учительсем Вăрмар район пуçлăхĕн Грантне çĕнсе илессишĕн хутшăнма кăмăл турĕç. Светлана Витальевна Аверьянова вара республикăра иртнĕ «Интернетпа çумма çумăн» конкурсра хутшăнса сертификатпа Диплома тивĕçрĕ.

Урок тулашĕнчи çитĕнÿсем

«Ÿт-пÿ тата ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сывă ачасене сехетсерен тата кунсерен воспитани парас пулать», - тесе палăртнă Авиценна. Çитĕнĕкен ăрăва уроксенче пахалăхлă пĕлÿ панипе пĕрлех ун тулашĕнче те чылай ĕçсем туса ирттерни пысăк вырăн йышăнать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Л.Прокопьева, Э.Архипова, С.Николаева вĕрентекенсем. Республикăра иртнĕ «Çут çанталăк тĕнчи» конкурсри «Тĕлĕнмелле чĕрчун» номинацире Т.Аверьянова (вĕрентекенĕ Л.Прокопьева) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Районта экологи темипе иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче «Чĕрчунсем» номинацире Н.Петрова (9 кл.) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ(вĕрентекенĕ Э.Архипова).

Сывă ача - шкул малашлăхĕ

Сывлăх вăл - йĕркеллĕ кăмăл-туйăм, нумай хускални, савăнăçпа кулă. Ÿт-пÿ сывлăхĕ калама çук пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унсăрăн наци хăтăлса юласси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки калаçма май та çук. Çавна май пирĕн вара ачасем хăйсен сывлăхĕшĕн чăн малтанах хăйсем яваплă пулнине туйма пулăшакан «Сывă пурнăç шкулĕсем» йĕркелемелле, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан, спортпа туслă ачасене хавхалантармалла. Çак ĕçре физкультура предметне вĕрентекенĕн Юрий Меркурьевич Николаевăн тÿпи пысăк. Вăл кашни çулах районта, республикăра иртекен тĕрлĕ ăмăртусене спортпа туслă вĕренекенсене активлă явăçтарать. Унăн вĕренекенĕсем Е.Егоров, Н.Григорьев, С.Капитонов шкул чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Теннисла выляссипе Ю.Емельянов, С.Капитонов, С.Игнатьев, А.Кудрявцев, А.Илларионова, А.Александрова районта командăсем хушшинче иртнĕ зачетра пĕрремĕш вырăн йышăннă. 65 килограмлă кире пукан йăтассипе М.Михайлов (11 кл.) малти вырăна тивĕçнĕ. Мини-футболла выляса районта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Шывра ишессипе районта иртнĕ ăмăртусенче А.Александрова - пĕрремĕш, Н.Илларионова, О.Иванова иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Аслă Çĕнтерÿ  ĕмĕр асăмра

Тăван Çĕршывăн аслă вăрçи 65 çул тултарнине халалласа шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çавăн пекех район шайĕнче пулса иртекен тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнаççĕ. Районта иртнĕ «Эпĕ ас тăватăп, эпĕ мăнаçланатăп!» литература конкурсĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекен Н.Петрова (ертсе пыраканĕ Л.Вотякова) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ачасен куçĕпе» республикăра иртнĕ конкурсра художествăлла кружока çÿрекен В.Николаев (8 кл.), М.Александров (7 кл.), К.Денисов (8 кл.), К.Васильев (7 кл.) çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Районта иртнĕ «Музей тата ачасем» акцинче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра шкулта тимуровецсен тата волонтерсен ушкăнĕсем активлă ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика