АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси çинчен халех шутламалла

26 марта 2010 г.

Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче мартăн 19-мĕшĕнче аудио-пресс-конференци иртнĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - «Хăвăн пулас пенсине йĕркелеме вĕрен» тема.

Пресс-конференцие РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Р.Кондратьева, пресс-службин руководителĕ Е.Ильина, ЧР Суту-илÿ тата промышленность палатин президенчĕ И.Кустарин, «Чăвашрессовпрофăн» председателĕ А.Коршунов, республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем хутшăннă.

«Пулас пенси валли граждансен хушма страховой взнос тÿлесе пымалла. Гражданин хунă пĕр пай çумне патшалăх хăй енчен çавăн чухлех хушса парать. Çак программăна хутшăнас тесессĕн 2013 çулхи октябрĕн пĕрремĕшĕччен заявлени çырмалла. Пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли хушма страховой взноса 2009 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа тÿлесе пыма ирĕк панă. Хăйсен ирĕкĕпе хушма взнос куçарса тăракансене патшалăх вунă çул хушши хăй енчен хушса парса тăрĕ. Эсир заявление, калăпăр, 2011 çулта çыртăр, çавăн хыççăн çулсерен хушма взнос тÿлесе тăратăр. 2011çулта 5 пин эсир куçарнă - патшалăх та çавăн чухлех хурĕ... Çапла вара патшалăх хăй енчен вунă çул куçарса тăрĕ. Анчах эсир взнос куçарман çулшăн патшалăх, паллах, хăй енчен те хушса памĕ. Çак программăна халăхăн лайăх ăнланмалла. Хăшĕ-пĕрисем çак программа вĕсем валли мар тесе шутлаççĕ пулĕ. Анчах ку пĕрре те апла мар. Пур категорири граждансем хутшăнма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, республикăра çак программăна хутшăнакан чи çамрăкки 5 çулта, чи асли - 95-ре.

Теприсен хутшăнас кăмăл пур, анчах финанс кризисĕ чăрмантарать - укçа çитмест. Виççĕмĕшĕсем вара Пенси фондне шанмаççĕ. 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче тунă ыйтăм тăрăх ку программа çинчен 54 проценчĕ илтнĕ кăна, 31проценчĕ лайăх пĕлет», - терĕ хăйĕн докладĕнче Е.Ильина.

Р.Кондратьева: «Халăха шухăшлама вăхăт кирлĕ. Пурĕ 28 пин гражданин заявлени панă. 580-шĕ страховой взнос тÿленĕ. Пулас пенси çинчен ытларах хĕрарăмсем шутлаççĕ, вĕсем - хутшăнакансен 2Ÿ3 пайĕ. Программăна хутшăнас текенсен 51 проценчĕ 40 çулхисенчен пуçласа 60 çулхисем таран. Çавăн пекех ĕçе илекен те çак енчен хăйĕн работникĕсем çинчен шухăшлама пуçлани курăнать. Тĕслĕхрен, республикăри вĕрентÿ пособийĕсемпе тивĕçтерекен коллектор руководстви кунта ĕçлекенсемшĕн 120,5 пинлĕх страховой взнос тÿленĕ». Пирĕн районти пенси фончĕн управленийĕнче те селекторлă пресс-конференцие активлă хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика