26 марта 2010 г.
Нумаях пулмасть Кинчер ялне çитсе килме тÿр килчĕ. Яла Вăтакас енчен пырса кĕнĕ чухне картиш тулли ĕне-выльăх тăни тÿрех куçа лекрĕ. Кунта чылайранпа ĕнтĕ пĕр тăван Крыловсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Петр Николаевич мăйракаллă шултра выльăхсемпе ĕçлеме килĕштерет пулас, Владимир Николаевичăн вара ытларах - сыснасем.
Икĕ выльăх мĕн авалтан пĕр-пĕринпе туслă темелле, уйрăм çынсем те харпăр хăй килĕнче ытларах ĕнепе сыснана усраççĕ. Çапла пулмасăр, сĕчĕ пулсан сысна çури те пĕр чăрмавсăр çитĕнет. Çакна кашни ял çынниех питĕ аван пĕлет. Крыловсем те туслăн пĕр-пĕрне ăнланса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ, хуçалăх бюджетне пуянлатаççĕ. Апла пулсан вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллашар-ха.
Паянхи куна «Вăтам Энĕш» хуçалăх районта чи лайăх хуçалăхсенчен пĕри. Кунта 200 яхăн сăвакан ĕне. Пĕр ĕне пуçне шутласан талăкра 10 килограма яхăн сĕт сăваççĕ. 30-35 ĕни пăруласа уйăха çитмен пăрушĕсемпе тăраççĕ. Пĕчĕк пăрусем кашни çулах тĕрĕс-тĕкел çитĕнеççĕ. Кĕтĕве çĕнетессипе те аван ĕçлесе пыраççĕ. Хуçалăхра икĕ ăратлă вăкăра ятарласа ĕнесене пĕтĕлентерме тытаççĕ. Вĕсене еплерех тăрантармаллине харпăр хăй усраса курнă çын питех те лайăх ăнланать. «Сывă та тĕреклĕ пăру илес тесен малтан вăкăрсене тулăх рационпа тăрантармалла», - теççĕ кунта вăй хуракансем. Крыловсем вара çапла тăваççĕ те. Сăвакан ĕнесене те вĕсем тутлăхлă апатлантараççĕ: утă-улăмĕ, пусупки çителĕклĕ, умран татăлмасть. Унсăр пуçне кăнтăрлахи вăхăтра ĕнесене картишне кăларма тытăннă та. «Çурхи хĕвел хăй пĕр енчен тăрантарать»,- тенĕ ĕлĕкхи çын, ку çаплах ĕнтĕ. Тутă ĕнесем хĕвел питтинче канлĕн кавлесе тăраççĕ. И.Мироновпа Н.Краснов скотниксем ĕнесем валли апатне лашапа турттарсах тăраççĕ. Самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăхсене пăхнă çĕрте М.Александрова, И.Иванова, А.Владимиров вăй хураççĕ. Ку санăн ĕç, ку манăн тесе тăмалли йăла çук кунта, хăшĕ мĕн тума ĕлкĕрет - пурне те пĕрле туслăн пурнăçлаççĕ. Çавăнпа та ĕçĕ ăнса пырать, сĕт сăвăмĕ те, аш-какай туса илесси те хушăнсах пыраççĕ. А.Алексеев оператор, сунă сĕте сивĕтсе, кирлĕ çĕре ăсатма хатĕрлет. Витери тасалăха та кунта ĕçлекенсемех тытса тăраççĕ. Витен пĕр енче мăйракаллă шултра выльăхсем тăраççĕ, тепĕр енче - сыснасем. Сыснасем патĕнче те тап-таса. Самăртма хупнăскерсем çын кĕнине туйсан пуçĕсене кăна çĕклесе пăхрĕç. Вĕсем кунта 500 пуç ытла. Тĕп амасем вара 50 пуç, чылайăшĕ çăвăрсемпе. Пĕрремĕш хут çăвăрлаканнисем те пур. Вĕсем вара ют çын кĕнине туйсан хартлатма пуçларĕç, çурисене хÿтĕлеççĕ ĕнтĕ. Пĕчĕкскерсем кашни аман 10-14-шар кĕшĕлтетеççĕ. Вĕсене вара тĕрлĕ чирсенчен прививкăсене вăхăтра туса пыраççĕ. Ку ĕçе Пинер ял тăрăхĕпе ĕçлекен участокри ветеринари фельдшерĕ Мария Васильевна Кашаева туса пырать. Ялти выльăх-чĕрлĕхсемĕр пуçне пĕр тăван Крыловсене те пулăшсах тăрать вăл, ĕçрен ÿркенмест. Сăмах май каласан, Мария Васильевна çак ĕçре чылайранпа вăй хурать, ĕç опычĕ те пуян, хăйĕн ĕçне яваплăха туйса туса пырать. Сыснасене Л.Тарасовапа А.Константинова пăхаççĕ.
Çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес ĕç пĕрре те çăмăл мар. Ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем те ял çыннисене килĕшсех каймаççĕ. Анчах та ниме пăхмасăр, йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăнаççĕ Крыловсем. Районта сухаланмасăр выртакан çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров ял ĕçченĕсен умне 1 миллион тонна тыр-пул тата çавăн чухлех çĕр улми туса илме тĕллев лартнине пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ темелли кăна юлать Крыловсем пирки вĕсен ĕçĕпе паллашнă хыççăн.